Сувар dev

Общество

  • 14 мая 2018 - 16:02
    Çырчаллинче йӗкӗрешсен парачӗ
    Çак кунсенче Çырчаллинче йӗкӗрешсен парачӗ иртнӗ. Автохулара вӗсем сахаллăн та мар иккен. Парада виççӗмӗш çул ирттереççӗ кунта, хальхинче те 60 мăшăр ытла йӗкӗреш килнӗ.
  • 14 мая 2018 - 11:27
    Футбол та куратпăр, кӗнеке те вулатпăр
    Чемпионат вăхăтӗнче Хусанта футбол матчӗсемсӗр пуçне кӗнеке фестивалӗ, туслăх парачӗ иртет.
  • 4 мая 2018 - 10:59
    Диктант чӗлхе сумне ӳстерет
    (Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вырăс чӗлхипе пӗтӗмӗшле диктанта кăçал 76 çӗршывран пурӗ 230000 çын хутшăннă. Ют çӗршывсене илес пулсан, диктант çырма чи нумай площадкăсем Америкăра йӗркеленӗ, иккӗмӗш вырăнта Германи, ун хыççăн Китай, Казахстан тата ытти çӗршывсем пыраççӗ. Раççейре лидерсен шутӗнче - Мускав, кунта диктанта 20 пин çын çырнă, Санкт-Петербургра 10...
  • 4 мая 2018 - 10:00
    Хусанта эрех сутмаççӗ
    Футболпа Тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанта хăш-пӗр вырăнта эрех-сăра сутма чараççӗ. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă, документа правăпа çыхăннă информацисен официаллă порталӗнче пичетленӗ. Çапла вара «урă» зонăсем çаксем: «Казань Арена» стадион умӗнчи территори, «Казань - 1», «Казань - 2» чукун çул вокзалӗсем, Хусан варри (Тӗп стадион, Бауман,...
  • 4 мая 2018 - 09:39
    Хирсенче кӗрлет трактор сасси
    Çанталăк кăçал шӳтлеме пăхсан та, çӗр кӗтмест. Хирсенче хальхи вăхăтра тарктор сасси кӗрлет. Кӗрхи культурăсемпе нумай ӳсекен курăка апатлантарнипе пӗрлех 15 район: Азнакай, Аксу, Элмет, Апас, Пăва, Çӗпрел, Елабуга, Заинск, Мензеле, Мӗслӗм, Анат Кама, Нурлат, Сарман, Теччӗ, Ютаза çурхи культурăсене акма тухрӗ. Пӗтӗмпе 8,8 пин гектар лаптăка тырă акнă. Ку...
  • 4 мая 2018 - 08:07
    Йăвашкел шкулӗн сутмалăх та калча пур
    Хальхи вăхăтра нумай шкул ачасене доска та питех тасаттармасть. Ку ӗнтӗ ытларах хула шкулӗсене пырса тивет пулмалла, мӗншӗн тесен ялсенче ачасем ӳркенекеннисемех мар. Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулӗ те акă И.Я.Яковлевăн методикине манман-ха. Кунти ачасем доска та тасатаççӗ, ӗç урокӗсенче пахчана та тухаççӗ. Йăвашкел шкулӗн пахчи икӗ гектар ытларах. Унта шкул...
  • 3 мая 2018 - 11:26
    Пирӗннисен пурнăçӗ япăх мар
    «Ветерансене патшалăх маннă, вӗсем ишӗлнӗ çуртсенче пурăнаççӗ, çиме çăкăрӗ çук...» - тесе çырнине интернетра час-часах курма пулать. Анчах та чăнлăхпа тӳр килет-ши ку? Мӗншӗн тесен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, тăлăх арăмсене патшалăх нихăçан та пăрахман. Вӗсене пенсисӗр пуçне тӗрлӗ çăмăллăхсем пăхăннă, çав шутра пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма субсиди те....
  • 3 мая 2018 - 10:00
    Çӗнӗ Упире Мухтав аллейи уçăлчӗ
    Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнӗ ятпа Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем темиçе мероприяти планланă. Вӗсенчен пӗри майăн 2-мӗшӗнче пурнăçа кӗчӗ: Çӗнӗ Упи çыннисем - Владимир Ярухинпа Петр Ухваркин хăйсен шутӗнчен «Вилӗмсӗр полк» хатӗрленӗ, урăхла каласан, Аслă вăрçа хутшăннисен сăнӳкерчӗкӗсене пуçтарса Мухтав Аллейине уçнă. Унта 1941-1945 çулсенче...
  • 3 мая 2018 - 09:50
    Культура министрӗ улшăнчӗ
    Тутарстан Президенчӗн йышăнăвӗпе ТР культура министрне халиччен ТР Архив ӗçӗсемпе патшалăх комитечӗн председателӗн тивӗçӗсене пурнăçланă Ирада Аюповăна лартнă. Указ майăн 3-мӗшӗнче ӗçӗ кӗнӗ. Ирада Аюпова Азербайджанра çуралса ӳснӗ. 2005-2006 çулсенче Хусан хулин предпринимательствăна пулăшассипе комитечӗн председателӗнче тăрăшнă, 2008-2015 çулсенче культура министрӗн çумӗнче, 2016 çултанпа ТР Архив ӗçӗсен ПК председателӗнче ӗçленӗ....
  • 2 мая 2018 - 12:15
    Эсӗ пире кирлӗ
    2018 çулхи маййăн 3-мӗшӗнче Хусанта çамрăк инвалидсене ӗçе вырнаçтарассипе çыхăннă «Эсӗ пире кирлӗ» проект шайӗнчи мероприятисем иртеççӗ. Вӗсене йӗркелекенсем хушшинче ТР Ӗç министерствипе Вӗрентӳ министерстви. Тӗлпулакансем республикăра инклюзивлă вӗрентӳ еплерех аталаннине сӳтсе явӗç. Тӗллевсен хушшинче - хальхи вăхăтра вӗренекен инвалидсене ӗçе вырнаçтарасси, Тутарстан Республикинче инвалидсене ӗçе вырнаçтарас енӗпе цивилизациллӗ кадр...
  • 1 мая 2018 - 08:21
    Майăн 9-мӗшӗнче метро тăтăшрах çӳрет
    Майăн 9-мӗшӗнче иртекен «Вилӗмсӗр полк» акци хыççăн та, вăхăтӗнче те хусансене обществăлла транспорт енчен йывăрлăхсем пулмаççӗ. Пӗлтӗр çанталăка пула çынсем «Вилӗмсӗр полк» акци хыççăн Хусанăн 1000 çуллăхӗ тӳремре иртекен уяв концертне пăхайман, килелле саланнă. Çавна кура транспорт енчен хăш-пӗр йывăрлăхсем палăрнă. Хусан Ӗçтăвкомӗ пӗлтӗрхи çитменлӗхсене шута илсе обществăлла транспорт мӗнле...
  • 1 мая 2018 - 08:07
    «Вилӗмсӗр полкăн» маршручӗ улшăнмасть
    Хусанта «Вилӗмсӗр полк» акци майăн 9-мӗшӗнче 15 сехетре пуçланать. Çак вăхăта пӗр ахаль суйламан, пӗрремӗшӗнчен, вăл Хусан «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм Раççей акцине хутшăннипе, иккӗмӗшӗнчен, хăрушсăрлăх режимне пăхăннипе çыхăннă. Мӗншӗн тесен ун умӗн Хусан гарнизонӗнчи çар подразделенийӗсен парачӗ пулать. Çавна кура «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансен акцие пуçтарăнмалли вырăнсене çитме вăхăт çителӗклӗ юлмалла....
  • 1 мая 2018 - 07:44
    Эпир çӗршывра виççӗмӗш
    «Вилӗмсӗр полк» - çӗршывăн чи масштаблă, эмоциллӗ мероприятийӗ. Вăл тахçанах пӗтӗм халăх акцине çаврăнчӗ. Мӗншӗн тесен Раççей территорийӗнче кăна мар, ют çӗршывсенче те иртет. Унта хутшăнакан çӗршывсем çуллен хушăнсах пыраççӗ. Кăçал, тӗслӗхрен, «Вилӗмсӗр полка» Сирире пуçласа ирттерме хатӗрленеççӗ. Тутарстан халăхӗ акцие хапăлласа йышăнчӗ. «Вилӗмсӗр полк» халӗ кунта пысăк хуласенчен пуçласа...
  • 30 апреля 2018 - 12:28
    Дю Солей цирк Хусана килме пуçтарăннă
    (Ирина Трифонова, сăнӳкерчӗк Дю Солей цирк пресс-службин). Май уйăхӗнче хусансене Дю Солей цирк çӗнӗ программăпа савăнтарма хатӗрленет. Тутарстансемшӗн çак цирк çӗнӗлӗх мар, вӗсем хăйсен постановкисемпе пӗрре мар тӗп хуламăра килнӗ. Хальхинче циркачсем OVO çӗнӗ шоупа килеççӗ. Представленисем майăн 23-27-мӗшӗсенче пулаççӗ, пурӗ пилӗк хутчен. Программăра сывлăш гимнасчӗсен, акробатсен, эквилибристсен номерӗсем. Артистсем...
  • 30 апреля 2018 - 09:41
    Тăкаксем ӳсеççӗ, хаксем чакаççӗ
    (Сăнӳкерчӗк http://agro.tatarstan.ru/ сайтран) Республикăри выльăх ӗрчетекенсен тупăшӗ кӗтнинчен самай пӗчӗкрех. Пӗрремӗш кварталăн кăтартăвӗсемпе, производство ӳснӗ май, укçа енчен 1,5 миллиард тенке яхăн çухату тӳснӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР ял хуçаăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ. «Раççей рынокӗнчи выльăх-чӗрлӗх продукцийӗн хакӗсен лару-тăрăвӗ пит аванах мар чухне те...
Реклама