Сувар dev

«Кипр» салат тата тутлă яшка

Тутлă салат тата яшка рецепчӗ

Сыра, пиçнӗ аша, симӗс сухана, пылак пăрăçа турамалла, хăяра теркăпа хырмалла. Ингредиентсене пӗрлештермелле, тăвар тата пăрăç хушмалла. Уксуса тип çупа хутăштармалла та салат çине хушса пăтраштармалла. Салата 15-20 минута холодильнике лартмалла. 200 г пиçнӗ аш, 200 г сыр, 2 хăяр, 2 пылак пăрăç, 2 кашăк 9 процентлă уксус, 3 кашăк тип çу, симӗс сухан, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

ЯШКА – СОСИСКĂПА

Çӗрулмине шуратса турамалла та тăвар хушнă вӗрекен шыв е шӳрпе çине ярса 7-8 минут пӗçермелле. Суханпа кишӗре тураса тип çу çинче ăшаламалла, кăштахран туранă сосиска хушса хӗреличчен ăшаламалла, унтан яшка çине ямалла. Вӗреме кӗрсен симӗс пăрçа тата вермишель хушмалла та 5-6 минут пӗçермелле. Яшка çине туранă укроп е симӗс сухан сапса çимелле.

4 сосиска, 3 çӗрулми, 1 кишӗр, 1 сухан, тип çу, пӗр ывăç вермишель, çур банка симӗс пăрçа, укроп е симӗс сухан, 2 л шыв е шӳрпе, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

 

Реклама

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: