Сувар dev

Новости по рубрике - Павлă (Бавлинский)

  • 26 декабря 2017 - 15:30
    Павлăра «Елки» камитӗн историйӗ вӗçленмен-ха
    «Елки» кинокомедие пула халӗ çӗршывра Павлă хули çинчен илтмен пӗр çын та çук пуль. Фильмăн пӗрремӗш пайӗн сценарийӗ тăрăх, Мария Порошинан героини курант çапнă вăхăтра хăйӗн ӗмӗтне çырнă хут таткине çунтарса Шампань эрехӗпе ӗçсе яма ӗлкӗрейменскер, Ӗпхӳпе Павлă хушшинчи вăхăтăн икӗ сехет уйрăмлăхӗпе усă курас шутпа хулана васкать. «Икӗ сехет...
  • 14 декабря 2017 - 11:52
    Путса вилме сахал шыв та çитет
    Шăпах çапла калама пулать пуль декабрӗн 11-мӗшӗнче Павлă хулинче çӗрле пулнă инкек пирки. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, 12-ри хӗрача каçхине 23 сехет тӗлӗнче душа çăвăнма кайнă. Вăхăт самаях иртсен те хӗрӗ тухманнипе сисчӗвленнӗ ашшӗ ун хыççăн кайнă та пӳлӗме ваннăйран шыв сăрхăннине курах кайнă. Алăка çӗмӗрсе кӗрсен те каярах юлнă...
  • 14 июля 2017 - 13:05
    Ялӗ пӗтнӗ, çыннисем юлнă
    Павлă районӗнче Васькино-Туйраллăран пӗр çухрăмра ларакан XI лет Октября поселок Октябрь революцийӗ 11 çул тултарсан Туйраллă ял çыннисем куçса кайса тӗпленнипе йӗркеленнӗ. Колхоза вара 1928 çулта Григорий Иустинович Ижуткин пуçарса янă. Совет влаçӗ 11 çул тултарнă хыççăн пулса кайнă посёлоксем, ялсем çӗршывра питӗ нумай пулнă, мӗншӗн тесен вăл вăхăтра ялсенчен...
  • 5 мая 2017 - 07:59
    Павлăсем «Чăваш пики» суйларӗç
    Тутарстанри «Чăваш пики» конкурса çамрăксем патне хывнă чи кӗске кӗперпе танлаштарма пулать. Вăйпа ирӗксӗрлемесӗрех вăл пирӗн ачасене тăван культурăпа интересленме илӗртет. Мӗнле хӗрупраçăн хитре тум тăхăнса хăйне кăтартас ан килтӗр? Вăт çапла çемçен, чăваш халăх тумӗ, капăрлăхӗсем урлă çак конкурс тăван культурăн алăкӗсене яри уçать. Унта хутшăнас килет-тӗк сăввине те,...
  • 25 апреля 2017 - 06:40
    Çуркунне пике суйламалли вăхăт
    Апрелӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Павлă тăрăхĕнче район шайӗнчи мероприяти пулать - Чăваш пики - 2017. Конкурс Потапово-Тăмпăрлă культура çуртӗнче иртӗ. Павлă районĕнчи «Чăваш пики» титулӗшӗн вара Потапово-Тăмпăрлă, Усăллă, Васькино-Туйраллă ялсенчи хӗрсем кӗрешĕç. Конкурса курма 16:00 сехетре тӳлевсӗр кӗме пулать.
  • 10 февраля 2017 - 07:04
    Павлăра сăвă каçӗ
    Петӗр Хусанкай çав тери талантлă поэт. Тăван çӗршыва, тăван халăха, тăван чӗлхене питӗ юратни сăввин кашни йӗркинче палăрать. Акă, «Ентешсем» сăввине кăна илер: Тутарстанра çуралнăскер, Манаймăп эп çӗршывăма. Ачалăхăм уяр, сенкер Тӳпе пек тухрӗ ман ума: Шăрçаланать кун хыççăн кун, Çул хыççăн çул - çӗкленчӗ чун. Салам-алликӗм, тантăшсем! Кăвак йӗмпе,...
  • 31 января 2017 - 17:48
    Хусанкай пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кăларнă
    Акă алăра темиçе кĕнеке. Пурин çинче те Петĕр Хусанкай çинчен çырнă статьясем пăхса ларатăп. Хăш кĕнеки çинчен илсен лайăхрах пулать-ши? Пуринче те чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ Петĕр Хусанкай çинчен питĕ илемлĕ çырнă. Çав тери талантлă поэт. Тăван Çĕршыва, тăван халăха, тăван чĕлхене питĕ юратса çырнă сăвăсем вуласа ларатăп. Библиотекарьпе пĕрле вулакансене...
  • 20 января 2017 - 08:50
    Чун уççи
    Çветке - ача-пăчасен чи юратнă вăхăчӗ. Ӗлӗкрех хӗллехи чи кăмăлланă вăйăсенчен пӗрне ялсенче питӗ хаваслă, анлă ирттерсе янă. Урамсем ачасен сассипе янраса тăнă. Кил хуçисем те вӗсене хапăл туса кӗтсе тăнă. Вӗсем киле кӗрсе юрлани ырлăхпа тулăх пурнăç илсе килессе шаннă. Паян, паллах, çветке ытларах фольклор шайӗнче пурăнать. Çапах хăш-пӗр...
  • 17 января 2017 - 09:45
    Хурланни çинчен пӗлтеретпӗр
    Редакцине хурлăхлă хыпар çитрӗ. 2017 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче Павлăри Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн Виталий Козловăн мăшăрӗ Анастасия Григорьевна КОЗЛОВА пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрӗ. Анастасия Григорьевна вырăнти вырсарни шкулӗнче 16 çул чăваш чӗлхине вӗрентнӗ, Павлă районӗнчи мӗн пур чăваш мероприятийӗсене хастар хутшăннă, мăшăрӗпе пӗрле наци культурин чӗрӗлӗвӗшӗн, йăлисене аталантарассишӗн Чăваш...
  • 1 августа 2016 - 08:12
    Юраман çӗрте шыва кӗме ан васкăр, сывлăхшăн сиенлӗ
    Шăрăх вăхăтра шыва кӗрес килет, уйрăмах ачасен. Анчах шыва кӗме чаракан «Купаться запрещено» знака хальхи вăхăтра чылай кӳлӗ е пӗве çывăхӗнче лартнă. Çак паллă шывлă вырăна çынсене шыва кӗмелли условисемпе туллин тивӗçтерменни çинчен пӗлтерет. Табличкăсене ятарласа хатӗрленӗ хăтару пункчӗсем çук тӗле е кӳлӗпе пӗвере паразитсем ертес хăрушлăх пур çӗре вынаçтараççӗ....
  • 14 июня 2016 - 14:04
    Чӗмпӗр чăвашӗсен Акатуйӗнче кӗпӗрнаттăра шупăр тăхăнтартрӗç
    Чӗмпӗрти Акатуй 8 пине яхăн çынна пуçтарнă, тесе пӗлтереççӗ Ульяновск облаçӗнчи хыпар хатӗрӗсем. «Çӗнтерӳ» паркӗнче çак кун темиçе уяв площадки ӗçлерӗ: «Ачасен Акатуйӗ», çамрăксен «Сарпике» сцени, халăх вăййисем, кӗрешӳ вырăнӗ, ут чупăвӗ тата ытти те. Кӳршӗ регионри йăхташсем Акатуй ирттерсе пысăк опыт пухнă, кăçал вӗсем çак праçнике 27-мӗш хут уявларӗç....
  • 10 мая 2016 - 15:11
    «Вилӗмсӗр полка» каши ялта çӗршер сăнӳкерчӗк илсе тухаççӗ
    Раççейре çак кунсенче иртекен «Вилӗмсӗр полк« акцие кашни ял, кашни хула хутшăнать. Пирӗн çӗршывра кăна мар, ют патшалăхсенче те ентешсем асăну маршӗсене ирттереççӗ. Тӗнчипе çак йыш темише миллион çынна çитет пулмалла. «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансен шучӗ çулсерен ӳссе пырать.
  • 5 мая 2016 - 14:26
    Ӗлӗк чăвашсен Мăнкунӗ вырсарникун пулман
    Тӗне кӗмен чăвашсен йăли тăрăх, Мăнкуна халӗ те православи Мăнкунӗ умӗнхи юнкунра паллă тăваççӗ. Вӗсем пиçнӗ çăмартана çăкăр çине тураса çеççӗ иккен. Çавăнпа та мăн+кун сăмах та вырăссен пасхинчен (еврейсенчен куçнă «пасех») пулса кайман-тăр, ӗлӗкрех хăй тӗллӗн йӗркеленнӗ уяв пулнă пулмалла. Тӗпрен илсен ку темех мар пек. Çапах çак уяв...
Реклама