Сувар dev

Новости по рубрике - Тӗп хыпар

  • 15 мая 2018 - 11:16
    С.Безруков Пăвана килет
    Пăвари театр фестивалӗнче Сергей Безруков «Маленький принц» спектакльне кăтартать.
  • 14 мая 2018 - 09:13
    «Евровиденире» – чăвашсем
    «Евровидение» хутшăннă Элина Нечаевăра чăваш юнӗ чупать.
  • 3 мая 2018 - 13:24
    «Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе чыслаççӗ
    Республикăра пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене çитес вăхăтра Тутарстан Республикин «Мухтавлă ӗçшӗн» медалӗпе наградăламалла. Çапла йышăннă паян ТР Президенчӗ Рустам Минниханов. Кун çинчен ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Медале вăрçă ветеранӗсемпе инваличӗсене параççӗ. Вӗсем республикăра 1596-ăн. Çаплах медале вăрçа кайнă, анчах та çапăçăва хутшăнманнисене...
  • 3 мая 2018 - 09:54
    «Симӗс фитнес» пуçланать
    Хусанта майăн 12-мӗшӗнче хула паркӗсенче «Симӗс фитнес» тӳлевсӗр спорт проекчӗ хута каять. Кăçал вăл спортăн 15 тӗсӗпе - йогăпа пилатесран пуçласа скандинавсен утти таранчченех пулӗ. Тренировкăсене профессилле тренерсем илсе пырӗç. Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Çамрăксен правительствин экологипе çутçанталăк ресурсӗсен ыйтăвӗсемпе председателӗн канашçи, проект ертӳçи Мурат Димитров пӗлтерчӗ....
  • 27 апреля 2018 - 12:38
    Чăваш ачи, «АТАЛАН» форумран ан юл!
    Тутарстанри шкул ачисен наци вӗрентӗвӗн «Аталан» форумӗ кăçал май уйăхӗн 12-мӗшӗнче иртет. Ăна ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, ТР Халăхсен ассамблейипе, ТР Халăхсен Туслăх çурчӗпе тата ТР ЧНКАпа пӗрле ирттерет. Республикăри шкул ачисене хальхинче те Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ йышăнать. Форума 12-18 çулти чăвашла пӗлекен,...
  • 27 апреля 2018 - 07:45
    Тепӗр икӗ çултан каллех юбилей
    Тутарстан йӗркеленнӗренпе 2020 çулта 100 çул çитет. Ăна паллă тăвасси çинчен указа РФ Президенчӗ В.Путин çак кунсенче алă пусрӗ. Указа РФ право информацийӗн официаллă интернет-порталӗнче вырнаçтарнă. Указпа килӗшӳллӗн, РФ субъекчӗсен тата вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗсен органӗсен ертӳçисене Тутарстанăн 100 çуллăхне хатӗрленме тата ирттерме сӗннӗ. Документ алă пуснă кунран вăя кӗнӗ.
  • 25 апреля 2018 - 07:19
    И.Яковлев çуралнăранпа 170 çул!
    ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ПАНĂ ХАЛАЛ. Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халӗ те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах татах сире каласа хӑварас тетӗп. Вырӑс халӑхӗ питӗ пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ; эсир ӑна...
  • 23 апреля 2018 - 07:14
    15-мӗшӗччен шашлык пӗçерместпӗр
    Апрелӗн 25-мӗшӗнчен Хусанта пушара хирӗç ятарлă режим пуçланать. Вăл пурӗ 20 куна тăсăлать, урăхла каласан майăн 15-мӗшӗччен. Кун çинчен паян Хусан Ӗçтăвкомӗн ӗçлӗ тунтикунӗнче пӗлтернӗ. Çапла вара май уйăхӗн 15-мӗшӗччен хула территорийӗнче типнӗ курăка, çӳп-çапа çунтарма, кăвайт чӗртсе (е мангал çинче) шашлык пӗçерме юрамасть. Кун пек мера çуркунне пушар тухас...
  • 20 апреля 2018 - 10:14
    Чăн-чăн спорт уявӗ кӗтет
    Футболпа тӗнче чемпионачӗ кунран кун çывхарать. Йӗркелӳçӗсем Хусанта та чăн-чăн спорт уявӗ пуласса шантараççӗ. «Казань Арена» стадионра пӗтӗмпе 6 матч иртӗ. Июнӗн 16-мӗшӗнче Франци - Австрали, июнӗн 20-мӗшӗнче Иран - Испани, июнӗн 24-мӗшӗнче Польша -Колумби, июнӗн 27-мӗшӗнче Кăнтăр Корея - Германи командисем вылӗç. Кунсăр пуçне Хусанта июнӗн 30-мӗшӗнче 1/8 финалăн...
  • 19 апреля 2018 - 08:05
    Улăп паттăр е Пӳрнеске? Чăваш халапӗнче тӗп сăнар кам?
    Чăваш Республикинчи Ача-пăча библиотеки хăйӗн сайтӗнче чăваш халапӗн тӗп сăнарне суйлама регионсем хушшинче интернет-сасăлав пуçарнă. Çак ӗçе регионсенчи мӗнпур чăваш шкулне, библиотекине, чăвашсене хутшăнма ыйтаççӗ. Раççейре халăхсен халапӗсен сăнарӗсем ăçта çурални, пурăнни çинчен хăйне евӗрлӗ «Раççей халап картти» проект пуçарнă. Урăхла каласан регионсем хушшинчи культурăпа туризм картти вăл. Паянхи кун...
  • 16 апреля 2018 - 10:36
    Раççейӗн чи хитре пики – Шупашкартан
    Çак кунсенче Раççей хăйӗн чи хитре пикине суйланине хыпарлать Интерфакс. «Раççей пики - 2018» илем конкурсне çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пурӗ 50 хӗр хутшăннă. Апрелӗн 14-мӗшӗнче Мускав çывăхӗнчи «Барвиха» Концерт залӗнче иртнӗ финал 18 çулти Шупашкар пикишӗн Юлия Полячихинашăн ӗмӗрлӗхе асра юлӗ. Мӗншӗн тесен шурă ылтăнпа хаклă чулсенчен ăсталнă тӗп коронăна...
  • 16 апреля 2018 - 08:22
    «Каган ылтăнӗ» «КАМАЗ-мастерта»
    (Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин). Шăматкун Астраханьте Раççейӗн ралли-рейдсен «Каган ылтăнӗ» чемпионачӗн иккӗмӗш тапхăрӗ вӗçленчӗ. Унта Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда тăватă экипажпа хутшăнчӗ. Паллах, ентешсенчен яланах çӗнтерӳ кӗтетпӗр эпир. Шанăçа Çырчалли спортсменӗсем хальхинче те тӳрре кăларчӗç: грузовиксен зачетӗнче малтанхи виçӗ вырăна та вӗсем йышăнчӗç: 1-мӗш - Андрей Каргинов экипажӗ (штурманӗ...
  • 14 апреля 2018 - 06:26
    Кăнна Кушки И.Яковлев юбилейне паллă турӗ
    (Ирина Кузьмина). Иван Яковлевич Яковлев кивӗ стильпе апрелӗн 13-мӗшӗнче çуралнăран, теччӗсем унăн 170 çулхи юбилейне шăпах çак кун паллă турӗç. Мероприятие Теччӗ районӗ ЧНКпа тата ЧР Культура министерствипе пӗрле йӗркеленӗ. Уява яланхи пекех Чăваш Енрен пысăк делегаци килсе çитрӗ. Вӗсемсӗр пуçне Хусанти, Пăвари тата Ульяновск хулинчи Чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен...
  • 9 апреля 2018 - 11:44
    Петербургра чăваш культурин кунӗсем
    (З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Çурçӗрти тӗп хуламăрта çак кунсенче Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Ăна халалланă мероприятисем сахал мар. Вӗсенчен пӗри - К.В.Иванов ячĕллĕ чӑваш патшалӑх академи драма театрĕн гастролӗ. Хальхинче чăваш артисчӗсем Петербургри йăхташсене И.Максимов-Кошкинскин «Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун» (ăна чăваш театрӗн 100 çулхи юбилейне халалланă) тата А.Тарасовăн «Туя туй пек тăвар-и?»...
  • 6 апреля 2018 - 11:40
    ТР Патшалăх Канашӗнче чăваш ӳнерçин куравӗ уçăлчӗ
    Апрелӗн 5-мӗшӗнче Тутарстанри Патшалăх Канашӗн çуртӗнче ЧР тава тивӗçлӗ художникӗн Викентий Лукьяновăн куравӗ уçăлчӗ. «Атăл пейзажӗсем» ят панă ăна автор. Ӳкерчӗкӗсенче, тӗпрен илсен, Атăл пейсажӗ сăнланнă, çав шутра Свияжск утрав-хула таврашӗ те. Викентий Анатольевичăн творчествипе Хусан тахçанах паллашнă, лайăх пӗлет. Мӗншӗн тесен ӳнерçӗ кунти картинăсен галерейипе 1995 çултанпах çыхăну тытать....
Реклама