Сувар dev

Новости по рубрике - Теччӗ (Тетюшиский)

  • 12 апреля 2018 - 10:17
    Чи лайăх ӗç Йӳккел библиотекарӗн
    Теччӗре паян, апрелӗн 12-мӗшӗнче, «Аслă вӗрентекенӗмӗр» район конкурсне пӗтӗмлетнине хыпарлать ТР ЧНКА пресс-служби. Юбилее теччӗсем хăйсен паллă ентешӗн Иван Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалланă иккен. Чăвашсемпе ӗлекен библиокарьсемпе учительсен хушшинче йӗркеленӗ çак конкурса пӗтӗмпе Теччӗ хулинчен - 12 тата чăваш ялӗсенчен 6 ӗç тăратнă. Конкурсантсем хăйсен ӗçӗсене Теччӗри Халăхсен Туслăх...
    23
    0
    0
  • 12 марта 2018 - 11:19
    Теччӗсем «Пысăк çемье вăййинче»
    Нумай пулмасть Теччӗ районӗ те «Пысăк çемье вăййисем» проекта хутшăннине хыпарлать Теччӗ район хаçачӗ. Çак кунсенче Аслă Тарханпуç ялӗн шкулӗнче «ГТО пӗтӗм çемьепе» спорт мероприятийӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Р.Шагаева пӗлтернӗ тăрăх, ачасене сывă пурнăç йӗркине чи малтан ашшӗ-амăшӗн хăнăхтармалла, апла-тăк, ку ӗçе мӗн пӗчӗкрен пуçламалла. Аса илтеретпӗр, «Пысăк çемье вăййи»...
    25
    0
    0
  • 9 марта 2018 - 14:44
    Наташа шкулта чи маттурри
    Мартăн 7-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Пухтел шкулĕнче «Шкул пики» ăмăрту иртрĕ. Хĕр ачасем хушшинче чи пултаруллисене палăртас, ачасен тавра курăмĕпе çыхăнуллă пуплевне аталантарас, халăх умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхтарас тĕллевпе ирттерчĕç ăна. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Торгашова А.Н. çывхарса килекен мартăн 8 -мĕш уяв ячĕпе саламланă хыççăн, пурне те шкул пикисен...
    16
    0
    0
  • 24 февраля 2018 - 07:39
    Теччӗсем тӗрӗ тӗнчинче
    Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗнче вӗренекен 5-6 класс ачисен çак кунсенче чăваш тӗррипе тӗплӗнрех паллашма май пулнă. Кунта Тăван чӗлхе кунне халалласа февралӗн 20-мӗшӗнче «Асамлă тӗрӗ тӗнчи» класс тулашӗнчи мероприяти иртнӗ. Чăваш тӗррипе орнаменчӗ çинчен видео пăхнă май хăш орнамент мӗн ятлине пӗлнӗ. Класс тулашӗнчи мероприятисем 21-мӗшӗнче те малалла тăсăлнă-ха. Хальхинче...
    13
    0
    0
  • 21 февраля 2018 - 08:55
    Пур камран тӗслӗх илмелли
    Миçе кун иртсе кайрӗ пулсан та ун хыççăн, вырсарникунранпа Çармăс ялӗнчи чăваш культурин фестивалӗ пирки шухăшласа çӳретӗп. Теччӗ тăрăхӗнчи демографи лару-тăрăвӗ юлашки çулсенче савăнтармасть пулин те, çак фестивальте çын сахалли пӗртте туйăнмарӗ. Çынсем кашни чăваш ялӗнчен йышлăн пухăнса килнӗ. Тумӗсем те капăр, юррисем те тӗрлӗрен. Районти чăвашсем аслă вӗрентекенӗмӗр Иван...
    15
    0
    0
  • 19 февраля 2018 - 07:00
    Паян Лев Кураков Теччӗ районӗн пуçлăхӗпе тӗл пулмалла
    Чăваш Республикин Халăхсен Ассамблейин председателӗ Лев Пантелеймонович Кураков паян официаллă визитпа Теччӗ районне çитмелле. Теччӗ муниципаллă районӗн ертӳçипе Рамис Сайфулловпа тӗлпулса вăл аслă вӗрентекнеӗмӗр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине еплерех уявлассине сӳтсе явӗ. Кăçа Кăнна Кушкинче чăвашсем икӗ хутчен тӗлпулма палăртнă. Шанчăклă çăлкуçсем пӗлтернӗ тăрăх, апрелӗн 25-мӗшӗнче палăк умне...
    19
    0
    0
  • 19 февраля 2018 - 03:29
    Хӗрлӗ ăшлă Шупашкар калушӗллисем мала тухрӗç
    Теччӗ районӗнчи чăваш фольклор ансамблӗсемпе юрă ушкăнӗсем питӗ нумай пулнине ӗнерхи «Теччӗ шевлисем» юрăпа ташă фестивалӗнче пулса хамăр куçпа курса ӗнентӗмӗр. Ансамбльсен репертуарӗ анлă, ăсталăхӗ те тӗрлӗ енлӗ. Çавăнпа та мала тухас ӗç те вӗсемшӗн йывăрланасси куçкӗрет. Йӗркелекенсем ушкăнпа юрлакансен номинацийӗсене икке пайланă. Эстрада юррисем тата халăх юррисем. Жюри шучӗпе,...
    17
    0
    0
  • 18 февраля 2018 - 13:55
    Пӗрле тăрăшсан веçех пулать
    Теччӗ чăвашӗсен чи амбициллӗ проекчӗсенчен пӗри - «Теччӗ шевлисем» юрă-ташă фестивалӗ. 40 ытла номертен тăракан чаплă концерт йăлтах чăвашла иртрӗ. Тӗрӗссипе, теччӗсен илемлӗ пултарулăх хăвачӗ çапларах çӳллӗ шайра пуласине кӗтменччӗ. Кăмăлтан тӗлӗнтерчӗç ăнăсемпе хупкӗперсем, çармăссемпе çӗньялсем, пухтелсемпе йуккелсем, чакăлтăмсемпе шанчăсем тата ыттисем. Çак фестивале ачасем те, аслисем те кăмăлтан хутшăнаççӗ....
    18
    0
    0
  • 18 февраля 2018 - 13:25
    Районти чăваш Çăварнийӗ Çармăс ялӗнче
    Теччӗ районӗнче чăвашсем нумайăнах пурăнмаççӗ. Анчах та февралӗн 18-мӗшӗнче Çармăс ялне районри мӗн пур чăваш ялӗнчен юрлакансемпе ташлакансем хутшăннăччӗ. Çак кун Çармăсри Культура çурчӗ умӗнче Çăварни уявӗ иртрӗ. Пухăннисене Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Володар Тимофеев тата районти Культура уйрăмӗн диреткорӗ Юрий Сиякин, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев саламларӗç. Икерчӗ çинӗ,...
    19
    0
    0
  • 19 января 2018 - 10:53
    Саламлатпăр Татьяна Картюковăна!
    Пирӗн тăванăмăр тата кума, Теччӗ районӗнчи Чăваш Чураппанӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновскра пурăнакан Татьяна Николаевна КАРТЮКОВА (БАШМАКОВА) январӗн 23-мӗшӗнче 55 çул тултарать. Эпир ăна юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Вăрăм кун-çул, çутă телей, чирлемесӗр сывлăхпа пурăнма сунатпăр. Тайма пуç сана, тăванăмăр! Ульяновскра пурăнакан Раковсемпе Аверинсем.
    20
    0
    0
  • 19 января 2018 - 10:51
    Саламлатпăр Мария Башмаковăна!
    Пирӗн юратнă аннемӗр, Теччӗ районӗнчи Чăваш Чураппан ялӗнче пурăнакан Мария Михайловна БАШМАКОВА январӗн 26-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Колхозра ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă. Виçӗ ача çуратса ӳстернӗ. Анне, сана эпир чунтан юрататпăр, вăрăм кун-çул сунатпăр! 100 çула çитиччен пурăн, эсӗ пур чух пирӗншӗн кун çутă. Пурте сана хытă ыталаса чуптăватпăр. Икӗ...
    24
    0
    0
  • 4 октября 2017 - 07:00
    Этнокультура фестивалӗ пуçланчӗ
    Теччӗре çак кунсенче «Пирӗн кил - Тутарстан» этнокультура фестивалӗн пӗрремӗш суйлав турӗ иртрӗ, тесе пӗлтерет Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчӗн сайӗ. Çичӗ районти ултă халăх хăйӗн культурипе йăли-йӗркине кăтартнă. Çапла вара сцена çине çав кун Апас, Пăва, Тури Услон, Çӗпрел, Кайпăç, Камско-Устьински тата Теччӗ районӗсенчи пултарулăх ушкăнӗсем тухнă. Вӗсем тутар, вырăс,...
    19
    0
    0
  • 16 июня 2017 - 15:42
    Ку таранччен вӗсем ял уявне ирттерсе курман пулнă
    Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв. Çĕртме уйăхĕн...
    15
    0
    0
  • 11 июня 2017 - 04:43
    Теччĕ çумĕнчи Ивански ялĕ 90 тултарнине паллă турĕ
    Теччĕ районĕнче пĕчĕк чăваш ялĕсем нумай, вĕсенчен пĕри Ивановка. Чăвашсем ăна Ивански теççĕ. Çак ял йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ. Ялăн историне районти паллă таврапĕлÿçĕ Владимир Вериялов тĕпчесе кĕнеке кăларнă. Ялта вăрçăра пулнисене асăнса лартнă обелиск та унăн пуçарăвĕ. Вăрçа 34-ăн тухса кайнă, 21-шĕ таврăннă. Ивански нихăçан та пысăк пулман....
    29
    0
    0
  • 30 мая 2017 - 07:10
    Теччӗ пирки нимӗçсем кино ӳкернӗ
    Кино ӳкермелли группа Open house media (Лейпциг, Германи) Теччӗ хулинче пулнă тесе пӗлерет район хаçачӗ. Группăн ӗçченӗсем хула истроийӗпе, архитектура палăкӗсемпе паллашнă, унсăр пуçне халăхпа та курса калаçнă. Çакнашкал çутă та ырă хулана пирӗн ентешсем хăйсен куçӗсемпе курмалла, мӗншӗн тесен ку чăн-чăн Раççей. Шел пулин те пирӗн вăхăт сахалччӗ», -...
    26
    0
    0
Реклама