Сувар dev

Новости по рубрике - Сăвăсем

  • 12 мая 2016 - 05:42
    палăк
    Упрать ялти палăк Çӗр ытла ята. Йӗркипе вулатпăр Куçсене шăлса. Ялтан тухса кайнă Эсир ушкăнпа. Тӗнче астăвать-çке Çав йывăр куна. Эсир пурте тăтăр! Çӗршыв сыхлама. Ӗнтӗ çитмӗл пӗр çул Иртрӗ унтанпа. Сирӗн паттăрлăхăр Пирӗн чӗрере! Миçе çул иртсен те Эсир çирӗмре...
    14
    0
    0
  • 10 мая 2016 - 15:50
    упрăр туслăха
    Юлташу çине ӳпкелесен те, Ан васка, кăларăн çиллӳне. Эс айăпличчен чамаласа пăх Туслăхпа тăшманлăх виçине. Тантăшу васкарӗ кăна мар-и, Ăнсăртарн кӳрентерсе сана? Çылăхланчӗ те вăл, халсăрланчӗ, Айăпне ан асилтер ăна. Ватăла-киле эпир хавшатпăр, Кун-çулсем иртсе пымассерен Туссене çăмăллăн çухататпăр. Тупасси - йывăрланать сӗре. Шанчăклă лашу çула тухсассăн Урине пăта тăрăнтарсан...
    15
    0
    0
  • 5 мая 2016 - 12:52
    Çӗмӗрт çеçкене ларасшăн
    Çӗмӗрт чечеке ларсашăн Пирӗн пахчара. Çеçкине çурать вăл маншăн, Юратса юрра. Шурă юр пек пулăн, çӗмӗрт, Ытарми хитре! Хăв илемӳпе эс илӗрт Ӗмӗр-ӗмӗрех. Эп сана савса юрлатăп, Пӗтӗм кăмăлпа. Юрататăн, тавăратăн Тутлă шăршăпа. Сӗртӗнет çеçке ачашшăн Чӳрече çумне. Çӗмӗрт чечеке ларасшăн, Сивӗ çуркунне.
    29
    0
    0
  • 19 апреля 2016 - 12:15
    Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай 55 тултарчӗ
    Айван та пулнă, пулнă çăмăлттай та. Ытла ӗненнӗ, шаннă çынсене. Чуна яри уçса кӗртме васканă Тин çеç паллашнă «тус-юлташсене». Епле-ха шанмăн, мӗншӗн-ха ӗненмӗн - Кашни çынра куран пулсан х ă в н а? Эс çынсене шанан, саван пулсассăн, Çынсен те савмалла пек-çке сана!.. «Усал та кирлӗ», - теççӗ пӗрисем, а....
    25
    0
    0
Реклама