Сувар dev

Новости по рубрике - Пĕкĕлме (Бугульминский)

  • 28 апреля 2018 - 11:05
    Наратлăра И.Яковлев юбилейӗ
    (Сергей Дмитриев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Наратлăри ял библиотекинче «Яковлева сума суса» литературăпа музыка сехечӗ иртрӗ. Мероприятие ялти шкулпа Культура çурчӗ пӗрле хатӗрленӗ. Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн пурнăçӗпе пултарулăхӗ, ӗçӗ-хӗлӗ пирки маларах чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, халӗ вара тивӗçлӗ канури К.Г.Лаптева тӗплӗн каласа пачӗ....
    36
    0
    0
  • 29 марта 2018 - 12:06
    Чи вăйлине – смартфон
    Мартăн 24-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнче Анатолий Владимирович Тарасова асăнса йывăр атлетикăпа турнир иртрӗ. Кăçалхи шучӗпе 10-мӗш пулчӗ. Тӗп призшăн Пӗкӗлме, Элметпе Ӗпхӳрен тата вырăнтан пурӗ 66 атлет 11 виçе категорийӗнче кӗрешрӗ. Тӗп приз хальхинче смартфонччӗ. Ăна турнирăн абсолютлă çӗнтерӳçи тивӗçрӗ. Çӗнтерӳçе балсене Синклер системипе шутласа палăртрӗç. Çак ята Пӗкӗлме...
    30
    0
    0
  • 19 марта 2018 - 08:01
    Тутарстан чăвашӗсем Паттайяра сасăланă
    Тутарстан чăвашӗсем тӗп хуларан пин-пин çухрăмра та хăйсен гражданла тивӗçӗ çинчен манмаççӗ. Пӗкӗлме районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗшӗн Сергей Малышевшăн та акă Раççей Президенчӗн суйлавӗ кунхине çӗршывра пулманни суйлавран пăрăнмалли сăлтав пулман. Сергей Михайлович мартăн 18-мӗшӗнче Тайландри Паттайя хулинчи 8372-мӗш суйлав участокне килсе сасăланă. Аса илтеретпӗр, Паттайя хули Хусантан...
    19
    0
    0
  • 15 декабря 2017 - 10:30
    Пурăна пӗлсен 70 çулта та пурнăç вӗрет
    (Петр Морозов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вăхăтӗнче ялти Культура çурчӗн пуçлăхӗ, колхоз парторгӗ тата ытти яваплă нумай ӗçре тăрăшнă хисеплӗ ентешӗмӗр Владимир Стефанович Белов хăйӗн 70 çулхи юбилейне питӗ хăйне евӗрлӗ паллă турӗ. Çамрăксемпе пӗрле вăл Пӗкӗлме-Наратлă маршрутпа 27 çухрăм чупса тăван Наратлă ялӗнчи Культура çурчӗ умӗнчи тӳреме çитрӗ. В.Стефанович спортра çӗнӗ...
    27
    0
    0
  • 28 ноября 2017 - 09:35
    Дистанцие чупса тухнисене чăваш мунчи кӗтет
    (Ирина Кузьмина. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Пӗкӗлмере пурăнакан хисеплӗ ентешӗмӗр, обществăлла ӗçчен, килти музей йӗркелӳçи Владимир Стефанович Белов акă ӗнтӗ виçӗ çул аптека мӗн иккенне пӗлмест, мӗншӗн тесен чирлемест. Ытти пин-пин çынсем пекех вăл та чир-чӗрпе аптăраман çын мар-ха, çулталăкне пӗрре те пулсан ОРВИпе чирлесе илнех. Анчах халӗ урăх калаçу. - 65...
    22
    0
    0
  • 27 ноября 2017 - 07:39
    Кӗтӳç çине вăкăр тапăннă
    Ноябрӗн 23-мӗшӗнче каçхине Пӗкӗлме районӗнчи Кивӗ Сумарково ялӗ çывăхӗнче 57-ри арçын виллине тупнă. Çумӗнче ӗне-выльăх йӗрӗсем тата çуркаланнă тумӗсем пулнипе ăна вăкăр сӗксе вӗлернӗ текен верси пур. Çак факта хальхи вăхăтра следовательсем тӗрӗслеççӗ. Инкек пулас умӗн кăна арçын вырăнти фермер хуçалăхӗсенчен пӗрне кӗтӳç пулса ӗçе вырнаçнă иккен. Çав кун ӗне...
    27
    0
    0
  • 7 ноября 2017 - 07:40
    Вăрçăсăр çухатусем
    30-40 çул каяллахипе танлаштарсан çӗршывра халӗ ача çураласлăх шутсăр пӗчӗк. Ялсенче те килӗрен ултшар-çичшер ача çуратакан çук. Шухăшласа пăхсан куç пек упрамалла пек те, апла мар çав. ШӖМ сводкисенче унта та кунта çул çитмен ача ку е вăл сăлтавпа пурнăçран уйрăлнине вулатпăр. Октябрӗн 13-мӗшӗнче те акă Пӗкӗлме хулинчи пӗр хваттерте...
    24
    0
    0
  • 13 июля 2017 - 07:33
    Пӗкӗлмери Красновсем Президент патӗнче
    Пӗкӗлмере пурăнакан Красновсен çемйи ТР Президенчӗпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса çемье ыйтăвне сӳтсе явнине хыпарлать район сайчӗ. Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ районсемпе видеоконференци мелӗпе çыхăнса республика гражданӗсене харпăр ыйтупа та йышăнать. Красновсен çемйинче хальхи вăхăтра 14 ача çитӗнет, вӗсенчен 10-шне воспитание, 2-шне усрава илни, тепӗр иккӗшӗ хăйсем çуратни. Ку çемьене республикăра...
    24
    0
    0
  • 27 мая 2017 - 16:38
    Юлашки шăнкăравран парне илсе таврăннă
    Май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнчи шкулта юлашки шăнкăрав кунне уявланă. Шкул умӗнчи лаптăкра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ашшӗ-амăшӗсем тата килнӗ хăнасем пуçтарăннă. Салам сăмахӗпе Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ С.А. Дмитриев, шкул директорӗ Т.И. Капитонова, Наратлă ял канашӗн депутачӗсем тухса калаçнă. Ырă сăмахсене вӗрентекенсемпе ашшӗ-амăшӗсем те хушмасăр юлман. Чи пултаруллă вӗрентекенсене...
    32
    0
    0
  • 28 апреля 2017 - 06:43
    Чи лайăх ертӳçӗ
    ТР Патшалăх Канашӗн пӗчӗк залӗнче ТР муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗ çулсерен ирттерекен конкурсăн лауреачӗсене наградăланă. «Муниципаллă управлени сферинчи чи лайăх ертӳçӗ» номинацире Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Александрович Дмитриев çӗнтернӗ, пӗлтерет район сайчӗ.
    27
    0
    0
  • 10 апреля 2017 - 13:35
    Пӗкӗлмере çуралнă космонавт Çӗр çине таврăннă
    Шăп паян, апрелӗн 10-мӗшӗнче Казахстан çӗрĕ çине МКС-ри космонавтсем таврăннă. Вӗсен шутӗнче пирӗн ентешӗмӗр Сергей Рыжиков та пур. Сергейпа пӗрле борт çинче 49-мӗшпе 50-мӗш экспедицине хутшăннă Роскосмос космонавчӗ Андрей Борисенкопа NASA астронавчӗ Робейт Шейн Кимброу та пулнă. Аса илтеретпӗр, ТПК «Союз МС- 02» экипажĕ Космоса 2016 çулăн апрелӗн 21-мӗшӗнче вĕçнĕ....
    24
    0
    0
  • 4 апреля 2017 - 08:12
    Мӗн тăватăн, анне?
    Апрелӗн 2-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулинче ирхине çамрăк хӗрарăм 4-мӗш хутран хăйӗн виççӗри ачине пăрахнă. Çак факт енӗпе Тутарстан следователӗсем РФ Уголовнăй кодексӗн 105-мӗш статйин 30-мӗш пайӗпе (вӗлерме хăтланни) уголовнăй ӗç пуçарнă. Следствирен курăннă тăрăх, Лениногорск хулинче пурăнакан 27-ри хӗрарăм Пӗкӗлмене пӗр ялти арçын патне ачипе хăнана килнӗ. Çав вăхăтра хваттерте хăйсемсӗр...
    30
    0
    0
  • 30 марта 2017 - 10:24
    Ӗне ырри
    1987 çулта эпӗ 3-мӗш класра вӗреннӗ чухне вырăс чӗлхи урокӗнче килти ӗç çырнă пулнă: «Манăн юратнă чӗрчун». Çак сочинение аппа ăçтан-тăр тупнă та, сканерласа мана интернетпа ярса пачӗ. 10-ри ача пăлханăвӗсем мана 30 çул каяллахи асаилӳсен авăрне путарчӗç... Маншăн чи çывăх чӗрчун - килти выльăх - ӗне. Вăл Машшук ятлăччӗ....
    25
    0
    0
  • 27 марта 2017 - 12:14
    Наратлăра юр нумай-ха
    Сергей Колесников тата Нина Свежинкина призӗсемшӗн мартăн 23-мӗшӗнче Наратлă ялӗнче йӗлтӗр тата биатлон ăмăртăвӗсем иртнӗ. Çак ăмăртăва ирттерсе наратлăсем йӗлтӗр сезонне хупнă. Çуркунне вăхăчӗ пулсассăн та çанталăк уява кура тенӗ пекех сивӗ пулнă. Ăмăрту кунӗ стадиона шкул ачисемпе вӗрентекенсем пынă. Çӗнтерекенсене ялăн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев тата ГУП РАЦИН директорӗ Асхат...
    25
    0
    0
  • 27 марта 2017 - 07:53
    35 çул çитрӗ
    Пĕкĕлме районĕн Ветерансен канашĕ йĕркеленнӗренпе 35 çул çитнĕ ятпа мартăн 24-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулинче хаваслă уяв иртнĕ. Мероприяти Техника Çуртĕнче пулнă. Саламлама район пуçлăхĕ Л.Р. Закиров, Раççейри тата республикăри ветерансен юхăмĕн ертÿçисем килнĕ. Вырăнти пултарулăх ушкăнӗсем хаваслă концерт та хатӗрленӗ. Наратлă ялĕн Ветерансен канашĕн председательне Петр Иванович Морозова та тимлӗхсӗр хăварман....
    25
    0
    0
Реклама