Сувар dev

Новости по рубрике - Нурлат (Нурлатский)

  • 17 апреля 2018 - 10:50
    Нурлат шăнкăрчӗсен суйламалăх пур
    Кăнтăртан таврăнакан шăнкăрчсене нурлатсем пек тилмӗрсе урăх ниçта та кӗтмеççӗ пуль. Вырăнти Туслăх çурчӗн представителӗсем «Экоçуркунне - 2018» санитари икӗ уйăхлăхне тата конкурса хутшăнса шăнкăрч йăвисем хатӗрленӗ çеç мар, кашнине наци эрешӗсемпе илемлетнине хыпарлать Нурлатри Туслăх çурчӗн пресс-служби. Паллă ӗнтӗ, çӗнӗ йăвасене «Туслăх» сквера çакнă. Çапла майпа Нурлат хулин шăнкăрчӗсен...
  • 31 марта 2018 - 16:22
    Хиджаблă хӗрсем те чăвашла кӗрешесшӗн
    Виçӗ регион, тăхăр команда, сакăвуникӗ спортсмен. Нурлат районӗнчи Ялавăрта кун чухлӗ нумай кӗрешекен пухăнманччӗ-ха. Черетлӗ Чăваш кӗрешӗвӗн регионсем хушшинчи турнирне малтанхи çулсенчи пекех ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн кӗрешсе ирттерчӗç. Вăл вырăнти тулли мар вăтам шкул спортзалӗнче иртрӗ, спортсменсем харăсах икӗ кавир çинче вăй виçрӗç. Ăмăртăва шкул ачисем...
  • 30 марта 2018 - 06:53
    Ялавăрта Огонев турнирӗ пулать
    Мартăн 31-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Ялавăр ялӗнче ТР Тава тивӗçлӗ юрисчӗн Александр Огоневăн парнисемшӗн чăваш кӗрешӳ турнирӗ иртет. Ирхине 10 сехетре ăмăртăва Тутарстан, Самар Ен, Чăваш Ен спортсменӗсем хутшăнӗç. ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗ Александр Огонев тата унăн юлташӗсем тăрăшнипе Ялавăрта пысăк чиркӳ туса лартнă. Çулсерен вăл чăвашла спорт тӗсӗсем аталанччӗр тесе...
  • 1 марта 2018 - 07:38
    Чи лайăх кукамай Нурлатра пурăнать
    Нурлат районӗн чи лайăх кукамайӗ Андреевка ялӗнче пурăнать. Вăл 2016 çулта иртнӗ чăваш-кукамайсен «Чи лайăх кукамай» район конкурсӗнче çӗнтернӗ Альбина Алексеевна Абрамова (сăнӳкерчӗкре сулахайран иккӗмӗш). Мероприятие вырăнти ЧНКЦ йӗркелесе Нурлатри Туслăх çуртӗнче ирттерет. «Чи-чи» ята тивӗçес тесен кукамайсен самай тăрăшма тивет иккен: тутлă пӗçерме, хăйпе илемлӗн паллаштарма тата юрлама-ташлама пӗлмелле....
  • 28 февраля 2018 - 08:40
    Джулия Максюткинана Нурлат çамрăкӗсен лидерне суйланă
    Нурлатра та ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин представительстви пур халӗ. Ăна ӗнер Нурлатри Туслăх Çуртӗнче иртнӗ район çамрăкӗсен слетӗнче йӗркеленӗ. Ертӳçине вара пурте пӗр саслăн пулса пултаруллă чăваша, Якаел хӗрне Джулия Максюткинана суйланă. Шăпах ăна панă та ассамблея ялавне. Слета ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин ертӳçипе Тимур Кадыровпа делегацийӗ, Нурлат хулинчи шкулсенче...
  • 12 февраля 2018 - 12:36
    Турккăсем чăвашла вӗренеççӗ, чăвашсем манаççӗ...
    (Ирина КУЗЬМИНА). Тӗлӗнмелле халăх эпир чăвашсем, çăмăллăнах хамăр чӗлхерен, культурăран, историрен пăрăнатпăр. Турцире, тӗслӗхрен, чăваш чӗлхине вӗренмелли ятарлă ушкăнсем те пур иккен, турккă çыннисем хаваспах пирӗн чӗлхене вӗренеççӗ. Тӗрӗк йăхӗнчен тухнă икӗ халăхăн чӗлхе пӗрпеклӗхӗсем нумаййипе ученăйсене интереслӗ чăваш чӗлхи. Шел, хамăр çӗршыври чăвашсем пирки капла калаймăн. Кирлӗ мар пире...
  • 8 февраля 2018 - 13:13
    Шупашкар юрăçисем купăс сассине янратӗç
    Андрей Макаревич ертсе пынă «Машина времени» ушкăн эстрадăра «Поворот» юрăпа чапа тухрӗ, «ДДТ» ушкăна «Что такое осень» юрăпа пӗлетпӗр. Чăваш эстардинчи хăйӗн пӗрремӗш утăмӗсене «Ритмы Чувашии» юрă конкурсӗнчен пуçланă Михаил Федоров вара «Купăс сасси» юррипе паллă. Михаил Федоров, Алена Акăшпи, Людмила Семенова тата Александр Сорокин юрăçсем февралӗн 9-мӗшӗнче Чистай районӗнчи...
  • 7 февраля 2018 - 10:34
    Паян Нурлат районӗн пуçлăхӗ отставкăна кайнă
    Путин кӗпӗрнаттăрсене улăштарас йăла суйлавсем умӗн чарăна пуçларӗ тесе шутлама тытăннăччӗ кăна, Дагестан Правительствине отставкăна яни çинчен хыпар тухрӗ. Пуçлăхсене улăштарасси Тутарстанри районсенче хӗрсе кăна пырать ахăр. Иртнӗ уйăхра Пестрецыпе Рыбнослободски районӗсен ертӳçисем улшăнчӗç, паян Нурлат районӗн пуçлăхӗ райканашран хăйне ӗçрен хăтарма ыйтнă. Анчах та Равиль Кузюровăн отставки çак вырăнта...
  • 29 января 2018 - 09:55
    Килте курав пӗрремӗш хут
    (Маргарита Литта. М.Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Январь пуçламăшӗнчен Нурлатри халăхсен Туслăх çуртӗнче пирӗн ентешӗн, Тутарстанри художниксен Союзӗн членӗн Валериан Киргизинăн куравӗ ӗçлет, вăл «Чунпа тата çут çанталăкпа килӗштерсе» ятлă. Пирӗн ентешӗн илемлӗ пултарулăхӗ нурлатсене тӳрех тыткăнларӗ. Ăстаçă каланă тăрăх, вăл питӗ хумханнă. - Тăван енре, кун çути курнă кӗтесре хамăн картинăсемпе паллаштарма...
  • 29 ноября 2017 - 12:52
    Саламлатпăр!
    Нурлат районӗнчи Сосновка ялӗнче пурăнакан Геннадий Дмитриевичпа Светлана Николаевна САМСОНОВСЕМ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа ноябрӗн 26-мӗшӗнче 43 çул çитет. Эпир вӗсене фланель туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, пӗр-пӗрне юратса тата нумай çул пӗрле пурăнма сунатпăр. Эпир вара, ачăрсем, сире савăнтарсах тăрăпăр. Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх, Вăй-хал тапса тăрайтăр иксӗлми. Сире савса...
  • 28 ноября 2017 - 07:54
    Чăваш хаçачӗллӗ шоу иртрӗ Нурлатра
    «Мускав куççульсене шанмасть» кинора пӗр сăнар «Часах театрсем, хаçатсем, кӗнекесем пӗтеççӗ, вӗсем вырăнне йăлтах телевидени пулать«, - тесе хăмсарать. Çак каларăш халӗ те тӳре тухаймасть-ха. Кӗнеке вăйӗ çаплипех хăватлă. Çакна нумай пулмасть Нурлат районӗнчи чăваш çыравçисем те çирӗплетрӗç. Кунта тухсатăракан «Туслăх» хаçат çумӗнчи «Асамат кӗперӗ» литпӗрлешӳ тӗрлӗ çӗрте вăй хуракан...
  • 26 ноября 2017 - 20:13
    Туслăх кӗпер тутарать
    Кăçал кӗркунне Нурлатри «Асамат кӗперӗ» литпӗрлешӳ 10 çул тултарчӗ. Унăн ӗçне хаçат ӗçченӗсемсӗр пуçне сăвăçсемпе калав çыракансем, шкул ачисем хутшăнаççӗ. Ноябрӗн 25-мӗшӗнче районти Туслăх Çуртӗнче «Асамат кӗперне» халалланă литература уявӗ пулса иртрӗ. Хăйӗн ӗмӗрне илемлӗ литературăпа çыхăнтарнă çынсем ытти районсенче те сахалăн мар, анчах та Аксу районӗнче те, Пăва тăрăхӗнче...
  • 16 октября 2017 - 08:35
    Капла Хуралтура чиркӳ пулатех
    Иртнӗ канмалли кунсенче Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнче пысăк ыркăмăллăх концерчӗ пулнине хыпарлать район сайчӗ. Унта Районти ача-пăча искусство шкулӗн, «Калейдоскоп» ача-пăча студийӗн çамрăк артисчӗсем, «Çăлкуç» ансамбль, районти паллă юрăçсем тата паллах, вырăнти шкул ачисемпе «Палан» ансамбль хутшăннă. Хаваслă каçăн тӗллевӗ- Хуралти чиркӗве туса пӗтерме пулăшасси. Çак ырă ӗçе хутшăннисене концерт...
  • 13 июля 2017 - 07:31
    ЧНКА Председателӗ «Уява» вертолетпа вӗçсе килнӗ
    Пуш сăмах çапса мар, ӗçпе çирӗплетеççӗ чăн ертӳçӗсем халăхра хăйсен пӗлтерӗшне. Ак, тӗслӗхрен Хусанти Çу комбиначӗн директорӗсен канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин, тăван чӗлхепе, тен, илемлех калаçаймасан та, республикăри чăвашсен аталанăвӗшӗн тунă ӗçӗсемпе тӗлӗнтерме пăрахмасть. Хӗлле 4 районра чăваш ачисене тӳлевсӗр спектакльсем кăтартрӗ. Пӗтӗмраççейри «Уяв» умӗн районсенчи...
  • 11 июля 2017 - 14:09
    Янратăр купăс сасси, кӗрлетӗр Уяв!
    Чăвашла куравсем йӗркелекен хутлăхӗсем те ăмăртрӗç уявра, сăра вӗретекенсен те, ача ӳкерчӗкӗсен хаклавӗсем те пулчӗç, анчах купăсçăсен тупăшăвӗ чи вăрăм та хӗрӳ иртекен конкурсчӗ-тӗр. Жюри председателӗ А.И.Наумов композитор пӗлтернӗ тăрăх, 50 яхăн купăсçăн вăййине хаклама çăмăлах мар. Купăс каласа тӗлӗнтерекенсенчен пӗри Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнчи Чатăрлă ялӗнчен килнӗ А.В.Мрясов пулчӗ....
Реклама