Сувар dev

Новости по рубрике - Кайпăç (Кайбицкий)

  • 29 августа 2017 - 14:26
    Кӳлпуçсем Крымра
    ( Ирина Кузьмина). Августăн 17-27-мӗшӗсенче Крым Республикинчи Черноморски районӗнче «Алтын Майдан» Халăхсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртрӗ. Кăçал унта Раççейӗн 40 регионӗнчен пурӗ 69 ансамбль хутшăнчӗ. Сăмах май, фестиваль пӗр çул кăна иртмест. Унăн тӗллевӗ - пӗр программăрах сывă ачасемпе пӗрлех сывах маррисен пултарулăхне кăтартасси. Калас пулать, йӗркелӳçӗсем çак ырă тӗллеве çуллен...
  • 18 сентября 2016 - 13:45
    Процентсем ÿссе пыраççĕ
    15:00 сехет тĕлне Тутарстанри суйлакансен 44,6 проценчĕ сасăланă. Чи активлă сасăлакансем Атня (явка 92,91%), Кайпăç (91,31%). Виççĕмĕш вырăнта Рустам Минниханов Президентăн тăван Саба районĕ - 85,97 процент.
  • 1 августа 2016 - 07:32
    Кӳлпуçри культура ӗçченӗсем яла тирпейре тытма тăрăшаççӗ
    Кăçал çумăрсем çителӗклӗ пулчӗç, тырă лайăх ӳсрӗ, анчах та çум-курăк тырăран та лайăх ӳсет. Уйрăмах ялсенчи никам та пурăнман кил-çуртсем умӗнче. Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ял хутлăхне кӗрекен сывлăх сыхлав, культура учрежденийӗсенче, ял администрацийӗнче ӗçлекенсем çак кунсенче курăка çулас тӗлӗшӗпе ӗçсем ирттернӗ. Ял хутлăхӗ çавăн пекех çынсене те килӗсен таврашӗнчи ӳссе...
  • 13 апреля 2016 - 15:22
    Чăваш чӗлхи Кунне халалласа Хусанта концерт пулать
    Апрелӗн 23-мӗшӗнче ТР Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче Хусанти чăвашсем Чăваш чӗлхи кунне паллă тума хатӗрленеççӗ. Çак кун вӗсене Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ пултарулăхӗпе савăнтарӗ. Кăçал «Чӗкеç» ансамбль 25 çул тултарнине шута илсен Елена Кондюковăпа Виталий Маторкин ертсе пыракан коллектив куракан умне хăйӗн репертураӗнчи чи илемлӗ юрă-ташăпа тухасса шанас килет.
  • 13 апреля 2016 - 15:01
    Хусанти чăвашсем ТР ЧНКА Конференцине яма делегатсем суйлӗç
    Хусанта пурăнакан чăваш хастарӗсем апрелӗн 18-мӗшӗнче 18 сехетре ТР Халăхсен Туслăхӗн çуртне пухăнса республикăри Чăваш наципе культура автономийӗн черетсӗр отчетпа суйлав Конференцине яма делегатсем суйлама пухăнӗç. Тӗлпулра çавăн пекех Хусанти чăваш науципе культура центрӗн çывăх вăхăтри ӗç планне те пăхса тухӗç.
  • 13 апреля 2016 - 14:35
    Тутарстанри чăвашсем республикăри наципе культура автономийӗн конфренцине хатӗрленеççӗ
    Апрелӗн 24-мӗшӗнче 12.00 сехетре Аксу поселокӗнч Çамрăксен центрӗнче Тутарстанри ЧНКАн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртӗ. Унта çӗнӗ Канаш тата унăн Председательне суйлама палăртнă. Хальхи вăхăтра районсенчи чăваш наципе культура центрӗсем Конференцине яма делегатсем суйлаççӗ.
Реклама