Сувар dev

Новости по рубрике - Ешӗлвар (Зеленодольск)

  • 1 августа 2017 - 16:23
    Ачалăх кашнин пулмалла
    Кашни атте-анне хăйӗн ачине телейлӗ те, сывă курасшăн. Анчах шел, эпир шутланă пек пур чухне те пулмасть çав. Экологи, тӗрӗс мар апатлану нумай чир çуратать. Мӗнле йывăр пулсан та манас марччӗ, чир вăл - приговор мар. Çакна паян Ешӗлвар районӗнчи «Васильевский» санаторире уçăлнă профильлӗ сменăн «уçă алăк кунӗсенче» темиçе хутчен...
  • 31 июля 2017 - 11:13
    ХХ ӗмӗр Чикатилине вӗлернӗренпе 30 çул
    Июлӗн 29-мӗшӗнче республикăн чи хăрушă преступник-маньякӗсенчен пӗрне, Хусанти А.Суклетин çынçиене персе вӗлернӗренпе 30 çул çитрӗ. Вăл тунă преступленисене аса илсен паянхи кун та çӳç-пуç вирелле тăрать. 1981 çултан пуçласа 4 çул хушшинче вăл хăйӗн еркӗнӗпе Шакировăпа тата юлташӗпе Никитинпа сахалтан та 7 хӗрарăмпа ачана вӗлерсе çисе янă. А.Суклетин вăл вăхăтра...
  • 26 мая 2017 - 07:03
    Ывăл приговорӗ
    Ешӗлвар районӗнчи пӗр ялăн 16 çулти каччи укçашăн тăван ашшӗне пӗр шелсӗр леш тӗнчене ăсатнă. «Хура» риэлторсен пулăшăвӗпе усă курса ашшӗн çӗр пайӗсене сутма шутланă-мӗн вăл. Çывăх çынни çӗр хучӗсене пӗр ахаль паманнине те ăнланман мар. Çавăнпа пӗлӗшӗсемпе пӗрле килне килсе ашшӗне пуртăпа тата лумпах çапнă. Унтан вилене машинăпа вăрмана...
  • 24 мая 2017 - 08:56
    Хунямӗш ылтăнӗшӗн вил тăприне чавнă
    Ешӗлвар районӗнче пурăнакан 32-ри арçын енӗпе «Вилтăприне тустарни» статьяпа пуçиле (уголовнăй) ӗç пуçарнă тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агентстви. Следстви шутланă тăрăх, арçын хăйӗн хунямăшӗн вил тăприне (2003 çулта вилнискер) чавма тытăннă. Вăл вăхăтра арçын ӳсӗр пулнă, тӗллевӗ ылтăн япалисене илесси пулнă. Хăйӗн ӗçне пурнăçласа ӗлкӗреймен вăл. Иртсе каякан çынсем часах...
  • 11 апреля 2017 - 08:39
    Пулăсем вилсе пӗтеççӗ
    Ешӗлвар районӗнчи Атăл урлă каçакан кӗпер çывăхӗнчи Займище ялӗн таврашӗнче вилнӗ пулăсене асăрханă. Ку пӗлтерӳ экологсем патне ӗнер çитнӗ. Ӗçӗ тӗпчеме вӗсем оперативлă группа янă. Вӗсен ушкăнӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин, ТР Росприроднадзор управленийӗн тата Тутарстан Рыбнадзорӗн ӗçченӗсем пулнă. Вырăна çитнӗ экспертсен, активистсемпе журналистсен çутçанталăк инкекне курма тивнӗ. Çыран...
  • 27 марта 2017 - 08:59
    Укçа мурӗ
    Ешӗлвар районӗнчи 20-ри хӗр пысăк укçаллă «ӗçе» вырнаçнă. Ăна вăл интернет урлă тупнă иккен. Хăйне ӗç паракана кăна куçпа курман. Унăн тӗллевӗ вăрттăн вырăна пытарнă синтетикăлла наркотикăн пысăк партине илсе ваккăн сутасси пулнă. Ӗçӗ питӗ тупăшлă пулнине кура вăл амăшне те явăçтарнă. Халӗ амăшӗпе хӗрӗн яваплăхне те пӗрлех тытма тивӗ.
  • 29 декабря 2016 - 15:30
    Свияжск
    Республикăри кашни хулапа районта, ялсенче Çӗнӗ çул уявӗсем тахçанах пуçланнă ӗнтӗ. Ачасем валли Елкăсăр пуçне тӗрлӗ квестсем, экскурсисем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. Хусантан инçе мар вырнаçнă Атăлти Свияжск утравӗ те хаваспах пӗчӗк туристсене кăна мар, аслисене те кӗтет. Тӗлӗнтермелли, каласа памалли, кăтартмалли кунта пайтах. Çакна декабрӗн 23-мӗшӗнче журналистсем валли...
  • 5 сентября 2016 - 09:04
    Эсир гороскоппа кам? Часрах хăвăра шыраса тупăр!
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрне укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă пулать, ӗçлени тупăша ӳстерме пулăшӗ. Харпăр бизнес пуррисен кашни утăма шутласа тумалла, йăнăшсан çухатусем те пулӗç. Укçăра куçман пурлăха хывас тесен лайăхрах вăхăта кӗтӗр. Творчествăпа ӗçлекенсен çак тапхăрпа пӗлӳпе пултарулăх шайне ӳстерессишӗн усă курмалла. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта питӗ...
  • 2 августа 2016 - 14:16
    РФ Суд приставӗсен управленийӗн Тутарстанри уйрăмӗн пресс-служби пӗлтерет
    Хусанти Мускав районӗн суд приставӗсем «Хусанти ЖБИ завод» тулли мар яваплăхлă обществон пурлăхне арестленӗ. Предприятин 4,5 млн тенкӗлӗх налог парăмӗ пухăннă. Исполнительнăй производство тăрăх приставсем завод продукцине 2 млн тенкӗлӗх арестленӗ. Ку вăл тимӗр бетон ункăсем, свайсем тата ытти йышши строительство матеиалӗсем. Енчен те завод парăмне тӳлесе татмасан, арестленӗ пурлăха...
  • 1 августа 2016 - 15:13
    Пирӗнсӗр пуçне никам та!
    Паян çакна аса илекен те сахал. 15 çул каялла Аргун ту хутлăхӗнче 90 денсантник 2000 террориста хирӗç тăнă. 776 çӳллӗшри çапăçу Чечняри иккӗмӗш çар кампанийӗн эпизочӗ. Çак вăрçа паян аса илес текенсем те, темшӗн, нумайăнах мар. Вăл Раççей территорийӗнче иртнипе-ши, кампани вăраха тăсăлнипе-ши, ăссăрла нумай юн тăкнипе-ши, кирлӗ мар çухатусем...
  • 23 июня 2016 - 12:26
    Газпа ӗçлекен моторсен шучӗ пирӗн республикăра малашне ӳссе пырӗ
    Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Ешӗлвар районӗнче видеокӗпер меслечӗпе автомобильсене газпа тултаракан компрессор станцийӗсем уçрӗ. Чаплă церемоние çавăн пекех «Газпромăн» директорӗсен каншӗн председателӗ Виктор Зубков тата Тутарстанри влаç органӗсен представителӗсем хутшăнчӗç. Çӗнӗ газ станцийӗсене Ешӗлвар, Анат Кама, Пӗкӗлме хулисенче пӗр вăхăтра уçрӗç. Çак станцисем çулталăкне 27,4 млн кубла метр газпа тивӗçтереççӗ....
Реклама