Сувар dev

Новости по рубрике - Элкел (Алькеевский)

  • 6 марта 2018 - 08:20
    Cиктӗрмесем «Çулталăк хӗрарăмӗ» конкурсра
    Ӗнер, мартăн 5-мӗшӗнче, Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче «Çулталăк хӗрарăмӗ, Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗнче çӗнтернисене чысларӗç. Кăçал конкурса 10 номинацире пурӗ 700 конкурсант хутшăнчӗ. Çӗнтерӳçӗсене конкурсăн район, унтан зона тапхăрӗсенче суйласа палăртрӗç. Чи малтан «Хӗрарăм-анне» номинацире çӗнтернӗ тăватă конкурсанта чысларӗç. Вӗсем пурте ача амăш-героиньăсем. Ку номинацин çӗнтерӳçисен...
    34
    0
    0
  • 25 декабря 2017 - 11:22
    Андрей атте – «Çулталăк спортсменӗ» преми лауреачӗ
    (Ирина Кузьмина. А.Зиньков архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матак ялӗнчи Пресветая Троица храмăн настоятелӗ Андрей (Зиньков) протоиерей пачăшкă кăна мар, воспитатель те. Вăл нумай çул çамрăк ăрăва сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарса патриотизм воспитанийӗ парас ӗçе илсе пырать. Кунта «Патриот» клуб йӗркелесе çамрăксене сетокан карате спортне хăнăхтарать. Тренерӗ те хăйех....
    24
    0
    0
  • 2 ноября 2017 - 08:46
    Пӗл пирӗннисене!
    (Майя Игнатьева. С.Ферапонтов архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел районӗнчи Кивӗ Тахтал шкулӗ çумӗнче улттăмӗш çул пиçиххипе кӗрешессипе секци ӗçлет. Паянхи кун унта 35 вӗренекен çӳрет. Тренировкăсене эрнере тăватă хутчен, ăмăртусем умӗн кашни кунах Пасарлă Матакри ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулӗн ертӳçи тата тренерӗ Р.Р.Вафин килсе ирттерет. Ку кӗрешӳ тӗсӗсӗр пуçне Рамис Рустамович ачасене...
    34
    0
    0
  • 31 октября 2017 - 12:29
    Чăваш Брочӗ республикăн чи таса ял хутлăхӗ
    ( Ирина Кузьмина) ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви çак кунсенче «Таса çыран» тата «Тутарстан çăлкуçӗсем» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗ. Конкурса Экологи çулталăкне халалланăччӗ. «Тутарстанăн чи лайăх ял хутлăхӗ» номинацире вара кăçал Элкел районӗнчи Чăваш Брод ял хутлăхӗ çӗнтернӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ирина Мамбетова каланă тăрăх, вӗсем кăçал çуркуннерен пуçласа кӗркуннечченех ял...
    39
    0
    0
  • 18 октября 2017 - 09:08
    Тулли лавпа та ăмăртаççӗ-и?
    Элкел октябрӗн 21-мӗшӗнче районти Сабантуй лапамӗ çумӗнчи ипподромра ут чупăвӗ ирттерме хатӗрленет. Çак уява халăх ыйтнипе йӗркеленине хыпарлать район сайчӗ. Унта çурма ăратлă, рысак лашасем хутшăнаççӗ. «Чи хăвăрт лав» ăмăрту та пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Кӳлнӗ лаша урапи çине 10-шар михӗ тырă тултарса 400 метр дистанцие чупса ăмăртӗç. Паллах, уяв вӗри...
    27
    0
    0
  • 28 августа 2017 - 15:06
    Элкелӗнче хӗрсем те хăйсене хӳтӗлееççӗ
    (Ирина Кузьмина). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матакри, «Патриот» спорт клубӗ нумай çул ăнăçлă ӗçлет ӗнтӗ. Унта çамрăк яш-кӗрӗм вăхăта усăллă ирттерсе сетокан карате спорчӗн хăнăхăвӗсене алла илет. Тренерӗ - вырăнти храмăн пачăшки Зиньков Андрей атте. Спорт клубне хальхи вăхăтра тӗрлӗ ӳсӗмри 50 çын çӳрет. Паллах, тӗрлӗ шайри ăмăртусене те хутшăнаççӗ....
    30
    0
    0
  • 24 августа 2017 - 08:49
    Ырă шухăшпа пурăнса ырă ӗç тăвать
    (Ольга Ферапонтова. Элкел). Хальхи вăхăтра ырă ĕçсем тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Ку вăл питĕ кирлĕ, лайăх пулăм. Ыркăмăллăхçăсем вара кашни ялтах тупăнаççĕ. Элкел районĕнчи Кивĕ Тахтал ялĕнче çакăн пек сумлă, ырă кăмăллă, хисеплĕрен те хисеплĕ çын вăл - Виктор Андреевич Белов. Унăн сăваплă, ырă ĕçĕсем çулран çул нумайланса пыраççĕ. Вăл...
    32
    0
    0
  • 10 августа 2017 - 16:21
    Çумăрӗ ан çутăр тата техники чăттăр: Тутарстанра Вырма-2017 пырать
    Ытти çулсемпе танлаштарсан, Элкел районӗнчи сиктӗрмесем кăçал тырçие эрнене яхăн кая юлса тытăннă. Августăн 4-мӗшӗнче кăна хире тухнă «Хузангаевское» ял хуçалăх пӗрлешӗвӗн комбайнӗсем. Тухăç вара кăçал иртнӗ çулхисенчен самай ирттерет. - Кӗрхи тулă («Марафон» сорт) гектартан 55 центнер тухать, - пӗлтерчӗ хуçалăх ертӳçи Евгений Чугунов савăнăçне пытармасăр. - Ку тăрăхра...
    24
    0
    0
  • 10 августа 2017 - 15:03
    Сиктӗрмесем юрла-юрла тырă выраççӗ
    Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хузангаево ялӗн çывăхӗнчи хирсене космосла хăвăртлăхпа тыр-пултан тасатаççӗ. Вуншар çӗнӗ комбайн пӗр хирте ӗçлесе кунне 400-450 гектар пушанать. Çакă, паллах, «Хузангаевсикй» ял хуçалăх предприятийӗ вырмана лайăх хатӗрленнипе те çыхăннă. Çанталăк çумăрпа кансӗрлемесен тырăсене кунта 20 кунра вырса пӗтерме палăртаççӗ. Тухăçӗ те савăнтарать, вăтамран пӗр гектартан 50 центнер тырă...
    27
    0
    0
  • 19 июля 2017 - 13:04
    Ӗнесем вилнӗ... кӗтӗвӗпех
    Элкел районӗнчи «КВ-Агро» хуçалăхра ӗнесем вилнӗ... кӗтӗвӗпех. Район сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, выльăхсене ток çапнă. Инкек мӗнле майпа пулни паллă мар. Хуçалăх ку инкеке пула 700 пин тенкӗ тăкак тӳснӗ.
    34
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 07:19
    Чăваш отличникӗсен слечӗ форматне улăштарчӗ
    Иртнӗ çулсенче шкулта лайăх вӗренекен чăваш ачисен Сиктӗрмери слечӗ ертӳçӗсем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе мухтанмалли съезд евӗр иртетчӗ пулсан, кăçал ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнне унăн форматне улăштарма сӗнтӗмӗр. Тӗлпулура кам-тăр сăвă калани е юрă юрласа кăтартни çеç асра юлмалла мар, ачасем унтан хавхаланса, çунатланса таврăнмалла. Республикăри чăваш çамрăкӗсен юхăмӗ шăпах шкулти...
    25
    0
    0
  • 16 мая 2017 - 12:12
    Çул çинче фура тӗпӗ-йӗрӗпе çунса кайнă (видео)
    Май уйăхӗн 16-мӗшӗнче 9.52 сехетре васкавлă службăн 112 номерне Элкел районӗнче Анат Элкел ял патӗнче йывăр тиевлӗ «Скания» автомашина çунни пирки хыпар çитнӗ. Инкек вырăнне Юхмачи ял хутлăхӗн уйрăм посчӗн пушар сӳнтерекенӗсем, Элкел районӗн ГИБДД ӗçченӗсем пынă. Пырса çитсен 20 тонналлă полистироллă «Скания» фура çуннине курнă. Водитель сăмахӗсем тăрăх, вăл...
    17
    0
    0
  • 10 февраля 2017 - 11:30
    Сиктӗрмери музее чăвашсен Кӗмӗл ункине кӗртнӗ
    Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнчи П.Хусанкай ячӗллӗ музей уçăлнăранпа кăçал 15 çул çитет. Унтанпа музей экспоначӗсемпе 50 пин ытла çын паллашма пултарнă, пӗлтерет район сайчӗ. Иртнӗ çул кунта Чăваш Республикинчен ятарлă комисси килсе музея пысăк хак панă, паян ăна Чăваш Енӗн Кӗмӗл унки маршрутне кӗртнӗ.
    30
    0
    0
  • 30 января 2017 - 12:55
    Пирӗншӗн тата та хаклăрах е Петӗр Хусанкая 110 çул
    «Малтан сăмах пулнă», - çапла çырнă кӗнекесен кӗнекинче. Сăмахăн вăйӗ пысăк. Вăл хавхалантарать те, вăй та парать, çапса хуçма та пултарать, калаканнине кура çӗçӗ пек çивӗч те тӳрӗ, варкăш çил евӗр ачаш та çепӗç е кăнттам пулса тухать. Апла Турă хăш-пӗрне сăмах пултарулăхӗ парса уйрăммăн палăртать пулӗ. Çынсем патне тӗрӗслӗх,...
    17
    0
    0
  • 29 января 2017 - 12:44
    Вăл лирик, критик, историк, этнограф, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач пулнă
    Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа район шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вăл 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Элкел районĕнчи Сиктӗрме-Хусанкайри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Конференцие районти 6 шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Кашни вĕренекен П.Хусанкайăн тĕрлĕ енлĕ пултаруллăхне тишкерчĕ, тĕпчерĕ. Ачасем хăйсемпе ÿкерчĕксемпе презентацисем...
    27
    0
    0
Реклама