Сувар dev

Новости по рубрике - Аксу (Аксубаевский)

  • 24 апреля 2018 - 13:16
    Конкурса янă ӗç Шупашкара 4 çултан çитнӗ
    Шупашкарта «Эпӗ пӗчӗкçӗ чăваш - 2018» видеосăвăсен конкурсне пӗтӗмлетнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Унтах çӗнтерӳçӗсен списокне те вырнаçтарнă. Конкурсӗ чăнах та сумлă-ха, ачасене тăван литературăпа тата çывăхрах паллашма хистет. Конкурса ытти регионсенчен ачасем хутшăннă-и, çук-и - паллă мар. Мӗншӗн тесен çӗнтерӳçӗсен йышӗнче регионсенчи чăваш ачисен хушамачӗсем курăнмаççӗ. Пӗр хушаматсăр пуçне...
  • 2 апреля 2018 - 13:29
    Михаил Максимов – пӗрремӗш!
    Мартăн 31-мӗшӗнче Хусанта Тутарстанри Усрав ашшӗсен республикăри пӗрремӗш слечӗ иртрӗ. Халиччен унашкал слет республикăра нихăçан та иртмен. «ТИСБИн» акт залне çак кун тӗрлӗ сферăри представительсем пуçтарăннăччӗ. Хисеплӗ хăнасен хушшинче «ТИСБИ» ректорӗ Л.Нугуманова, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Л.Сулима, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Т.Ларионова, К.Владимировăпа А.Исаева депутатсем, «Единая Россия» партин...
  • 28 марта 2018 - 12:52
    «Чӗвӗлти чăваш чӗлхи»
    (Ксения ИЛЮХИНА. Т.Романова сăнӳкерчӗкӗ). Нумай пулмасть Аксу районнчи Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗнче «Чӗвӗлти чăваш ачи» конкурс иртрӗ. Палăртнă кун Аксу районӗнчи чăваш шкулӗсенче 1-10 классенче вӗренекенӗсем Кивӗ Илтрекьелне пуçтарăнчӗç. Чăваш йăлипе хуçасем хăнасене çăкăр-тăварпа питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Ăмăрту пуçланиччен юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Уява ертсе пыраканӗ Вера Константиновна Ефимова пуçтарăннисене саламланă...
  • 27 марта 2018 - 08:17
    Ку тӗнчере кӗтмен
    Февралӗн 15-мӗшӗнче Аксу районӗнчи пӗр ялта пулнă хăрушă преступлени ниепле те пуçа шăнăçаймасть. Тăван амăшӗ тин кăна çуралнă ачинчен пӗр шелсӗр хăтăлнă. Пурнăç пурăнса та курман çап-çамрăк хӗр пулсан çынран вăтаннă, ашшӗ-амăшӗнчен хăранă тейӗттӗн. Анчах пӗрре те апла мар-мӗн, хӗрарăм 36-ра, çитменнине тахçанах анне. Следствирен курăннă тăрăх, ку ачипе çие...
  • 15 марта 2018 - 07:13
    Пхенчхан айккинче тăтăр
    (Татьяна Бульбова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Аксу районӗнчи Беловкăра йăлана кӗнӗ йӗлтӗр ăмăртăвӗ кăçал февралӗн 24-мӗшӗнчех иртмеллеччӗ.Анчах та термометр -30 градусран та аяларах кăтартнипе мероприятие урăх куна куçарма тиврӗ. Мартăн 9-мӗшӗнче ирхине те шартлама сивӗччӗ, анчах та хӗвел тухнипе 10 сехет тӗлне -17 градус таран ăшăтрӗ. Çанталăк спортсменсене хӗрхенчӗ пулмалла, ăмăртусене пӗрремӗш...
  • 13 марта 2018 - 11:12
    Аксуран хӗллехи кучченеç
    (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗсем). Аксу районӗнче пӗчӗк бизнес хальхи вăхăтра промышленность масштабӗсене çитиех çӗкленеймен пулсан та, унăн аталанăвӗ пысăк темп илни сисӗнет. Ялсенчи çынсеме выльăх-чӗрлӗх ӗрчетсе тырпул çитӗнтерессипе çеç аппаланмаççӗ, ял хуçалăхӗн ытти енӗсене те аталантараççӗ. Тӗслӗхрен, Кивӗ Мăкшел ялӗнче кăмпа ӳстереççӗ. Вешенка. Ял çыннисене ӗçпе тивӗçтерме пулăшас тесе ку...
  • 13 марта 2018 - 11:02
    Сăмакун ан сут – тӳлеттереççӗ
    (Валентина Петрова). Эрех-сăра ӗçекенсен шайне чакарас тата халăх хушшинче алкоголизм профилактикине ирттерес тӗллевпе алкогольлӗ продукцие хатӗрлес тата сутас енӗпе патшалăх тӗрӗслевӗ вăйланать. Закона пăсса алкогольлӗ продукцие сутнăшăн яваплăха вăйлатас тӗллевпе 29.07.2017 çулта тухнă 265-мӗш Федераллă закона тепӗр статья (14.17.1.) хушăннă. Унпа килӗшӳллӗн, алкогольлӗ продукцие ваккăн сутакансене административлă явап тыттараççӗ. Ахаль...
  • 28 февраля 2018 - 10:59
    Кивӳселсемшӗн пенсире пурнăç пуçланать кăна-ха
    Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ял библиотекинче хастар пенсионерсене тăтăшах курма пулать. Вӗсем литературăпа, йăла-йӗркепе çыхăннă каçсене хаваспах хутшăнаççӗ тата Татьяна Викторовна Артамонова библиотекарь йӗркеленӗ «Улах» фольклор ушкăнне юрлама çӳреççӗ. Сцена çине тухмалли тума та кукамăш-асламăш кӗписем майлинех çӗлеттернӗ. Кашни çул Микулара пуçланакан Уява ирттереççӗ, Çӗнӗ çул каçӗнче вара çӗрӗ яраççӗ....
  • 21 февраля 2018 - 07:50
    Кивӳсел помидорӗ пур чух Турцин кирлӗ мар
    (Ирина Кузьмина). Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗнче пурӗ 7 фермер хуçалăхӗ, вӗсенчен Геннадий Николаевич Петрушков кăна пахча çимӗç ӳстерет. Виçӗм çул 1,5 миллион тенкӗ грант выляса илсен теплицăсем лартнă вăл. Халӗ 18 сотăй лаптăкра унăн 3 теплица. Тӗпрен илсен, помидор ӳстерессипе ӗçлет. Ку ӗçре Геннадий Николаевича ас тесен те...
  • 13 февраля 2018 - 06:58
    Эпир Сталинграда манман
    (Людмила Глазкова). Совет çарӗсем фашистсене Сталинград патӗнчи çапăçусенче (1942 çулхи июлӗн 17-мӗшӗ - 1943 çулхи февралӗн 2-мӗшӗ) çапса аркатнăранпа 75 çул çитнӗ ятпа февраль пуçламăшӗнче пӗтӗм Раççейӗпех «200 минутлă вулав: Сталинграда халалласа» акци иртрӗ. Кивӗ Илтрекьел библиотекинче те асăннă акцие хутшăнса мероприяти ирттерчӗç: ялти шкулта 4-мӗш класра вӗренекенсем Е.Ильинан «Четвертая...
  • 7 февраля 2018 - 14:32
    Ял хула мар, çул-йӗр служби çук
    Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗшӗн 2017 çул социаллă проектсемпе виçӗ грант çӗнсе илнипе паллă пулчӗ. Икӗ грантăн укçине вӗсем кирлӗ çӗре янă та ӗнтӗ. Пӗр грантне уйрăммăн палăртса хăварас килет, вăл ыркăмăллăхпа çыхăннăскер, ялта ют хуйхă пулманнине кăтартать. Саврăшпуçӗнчи Иван Николаевич Денисовăн çурт-йӗрӗ 2016 çулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче тӗпӗ-йӗрӗпе çунса кайсан...
  • 6 февраля 2018 - 13:59
    Людмила Семенова пурнăçра мӗн кирлине каласа парӗ
    Тутарстанра чăваш халăх артисчӗсем час часах килмеççӗ. Вӗсенчен пӗри Людмила Семенова хăйӗн юлташӗсемпе пӗрле кăçалхи февраль уйăхӗнче пирнӗ хăш-пӗр ялсенчи куракансене хăйӗн пултарулăхӗпе савăнтарӗ тесе шутлатпăр. Февралӗн 9-мӗшӗнче Чистай районӗнчи Анат Кăтаратара, 10-мӗшӗнче Анат Камăри музыка коледжӗнче, 11-мӗшӗнче Нурлатри Туслăх çуртӗнче, 22-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьелӗнче каçпа концертсем пулӗç. Паллах,...
  • 6 февраля 2018 - 12:40
    Аксури кану утравӗ
    (Зинаида Леонтьева). Пушă вăхăта хулари пек тӗрлӗ енлӗ ирттерме май çук ял çыннишӗн библиотека пӗлтерӗшлӗ вырăнта пулни каламасăрах паллă. Уйрăмах аслă çултисемшӗн. Савгачевăри библиотекăра чи хастар вулакансем шăпах сумлă ӳсӗмрисем шутланаççӗ. Вӗсем классикăна та вулаççӗ, çӗнӗ авторсен хайлавӗсемпе те хапăл тусах паллашаççӗ. Паллах ӗнтӗ, тăван чӗлхепе тухнă кӗнекесемпе пуринчен ытларах...
  • 2 февраля 2018 - 09:55
    Çакăн пек çав вăл – чăваш хӗрарăмӗ
    (Евгений Турхан). Çичӗ е сакăр çул каялла «Сувар» хаçат редакцине Аксу районӗнчи МЮД поселокӗнчен таврари ялсен историйӗ çинчен çыру килнӗччӗ. Тăван çӗр тăрăх çул çӳресе мӗн курнине çырса кăтартни айне «И.Степанова, В.Михайлова» тесе алă пуснăччӗ. Çак самаях пысăк тӗрленчӗк Тутарстанри чăвашсен республика хаçатӗнче темиçе номерте пичетленсе пычӗ. Çавăнтанпа Ирина Михайловна...
  • 1 февраля 2018 - 08:03
    Вуласан, палласа илӗç те шыраса тупӗç
    (Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Пирӗн хаçатра хушăран пулсан та, çапах ирттерекен вылявсене нумайăшӗ ӗненсех каймасть пулмалла. Çавăнпа та хăйсене тухнă парнисене икшер çул килсе илмен çынсем пуррине пӗлетпӗр. Аксу районӗнчи Хӗрлӗшур ялӗнче пурăнакан Ольга Илендеева вара кашнинчех хутшăнма тăрăшать. Телее, парнисем те ăна ӗнтӗ пӗрре мар тухнă. - Иртнинче...
Реклама