Сувар dev

Новости по рубрике - Çарăмсан (Черемшанский)

  • 4 мая 2018 - 08:07
    Йăвашкел шкулӗн сутмалăх та калча пур
    Хальхи вăхăтра нумай шкул ачасене доска та питех тасаттармасть. Ку ӗнтӗ ытларах хула шкулӗсене пырса тивет пулмалла, мӗншӗн тесен ялсенче ачасем ӳркенекеннисемех мар. Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулӗ те акă И.Я.Яковлевăн методикине манман-ха. Кунти ачасем доска та тасатаççӗ, ӗç урокӗсенче пахчана та тухаççӗ. Йăвашкел шкулӗн пахчи икӗ гектар ытларах. Унта шкул...
    28
    0
    0
  • 26 апреля 2018 - 13:51
    40 çул каяллахи «хит» çӗнтернӗ
    Çарăмсан районӗнчи чăваш фольклор ушкăнӗсем юлашки вăхăтра вырăнти юрăсене пикенсех вӗренеççӗ. Шăпах çак юрăсем нихçанхинчен паха та халӗ. Ансамбльсем халăх юррисемпе конкурс-фестивальсене тăтăшах хутшăнаççӗ. Çитӗнӳсем те çук мар. Февраль уйăхӗнче Шупашкарта иртнӗ «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗнче Акрелӗнчи «Çăлкуç» ансамбль II степеньлӗ диплома тивӗçрӗ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Пилеш», Акрелӗнчи «Çăлкуç» тата...
    28
    0
    0
  • 5 апреля 2018 - 13:21
    Чăваш тумӗн илемне вăхăт илеймест
    Çарăмсан районӗнчи Акрель Культура çурчӗпе шкул ӗçченӗсен юлашки темиçе эрне ларса канма та вăхăчӗ пулман. Вӗсен çак вăхăтра авангард стилӗпе ӗçлекен дизайнер пулма тивнӗ. Вăтам тата аслă классенче вӗренекенсене «Бэз бергэ» республика фестиваль-конкурсӗн Çӗнӗ Шуçăмра иртнӗ зона тапхăрне хатӗрленӗ. Номинацие вара чи кăткăссине суйласа илнӗ - «Мода театрӗ». Çарăмсан чăвашӗсем...
    20
    0
    0
  • 16 марта 2018 - 15:08
    Савăнтарчӗç те, куççуле те кăларчӗç
    Çарăмсан районӗнчи çӗнйӗлмелсем хăйсен пултаруллă ентешӗпе, чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьевпа питӗ мăнаçланаççӗ, ăна хисеплеççӗ, юратаççӗ. Пӗлтӗр февралӗн 20-мӗшӗнче Порфирий Васильевич 75 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çӗнйӗлмелсем ăна питӗ чаплă уявласа ирттерме хатӗрленнӗччӗ, анчах тӗрлӗ сăлтава пула, çав шутра поэтăн сывлăхӗ кăшт хавшанипе те, ун чухне проект пурнăçланаймарӗ. Порфирий Афанасьевăн...
    16
    0
    0
  • 19 февраля 2018 - 11:14
    Лагеркăсен çӗнӗ хăта юрри 11 балл пухнă
    Пӗлтӗр кӗркунне октябрь уйăхӗнче Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Акрель тата Лагерка ялӗсене чăваш нацирадио ятарласах авалхи чăваш юррисене çыртарма килнӗ. Çавăн чухне çарăмсансем пуçласа илтнӗ те «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗ пирки. Хутшăнма сӗнсен вара тӳрех репетицисене пуçăннă. «Чăвашрадио ӗçченӗсем пӗлтӗр октябрьте пирӗн патра рет юррисенчен Çăварни юррине çыртарса кайрӗç....
    22
    0
    0
  • 17 февраля 2018 - 20:55
    Ача вăл ытлашши пулмасть
    «Ытлашши ача пулмасть, эпӗ вӗсене программăпа çуратман»,- шӳтлерӗ Акрелӗнчи анне-героиня Раиса Кузьминична Квакова сцена çине тухсан. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Культура керменӗнче иртнӗ «Çулталăк хӗрарăмӗ-2018» республика конкурсӗн Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗн 35 конкурсантӗнчен вăл чи асли пулчӗ. 79 çул тултарнă Раиса Кузьминична 5 хӗрпе 5 ывăл çуртса ӳстернӗ....
    23
    0
    0
  • 16 февраля 2018 - 11:39
    Пăва районӗнче çуралнă паллă юрăç 75 çул тултарчӗ
    Пăва районӗнчи Хирти Кушкăра çуралса ӳснӗ юратнă тăванăмăр, кукка Геннадий Леонтьевич НИКИФОРОВ (Эсекел) февралӗн 15-мӗшӗнче 75 çул тултарать. ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ, çыравçă хальхи вăхăтра çемйипе Шупашкарта пурăнать. Эпир ăна юбилей ячӗпе саламласа пуç таятпăр, ырлăх-сывлăх, 100-е çитиччен пурăнма сунатпăр. Саламлакансем: Ульяновскра пурăнакан Раковсем, Авернисем, Кӗçӗн Пӳркелӗнчи Саксоновскем.
    30
    0
    0
  • 4 февраля 2018 - 11:32
    Виççӗшӗнчен пӗри мала тухнă
    Кăçал Шупашкарта иртнӗ регионсем хушшинчи «Иксӗлми çăлкуçсем» радиоконкурса хутшăнма Çарăмсан районӗнченвиçӗ фольклор ансамблӗ кайнă. Лагеркăри «Шăнкăрав», Зоя Ларионова ертсе пырать, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи халăх ансамблӗ «Пилеш», Татьяна Давыдова ертсе пырать тата Акрелӗнчи «Çăлкуç», Лидия Квакова ертсе пырать. Конкурсра Пӗрремӗш вырăна Оренбург облаçӗнчи чăваш ансамблӗ йышăннă, Тутарстанри «Çăлкуç» ансамбль II степеньлӗ диплом...
    22
    0
    0
  • 2 января 2018 - 07:55
    Акрельсем Çӗнӗ çула вакăра кӗтсе илнӗ
    Çӗнӗ çул иртсе кайнă-кайманах, Çарăмсан районӗнчи акрельсем Кăшарни репетицине пуçланă. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем Çӗнӗ çулах вырăнти юханшывра вакă каснă. Вакка тӗрӗслесе те пăхнă ӗнтӗ.
    26
    0
    0
  • 29 декабря 2017 - 06:43
    Пирӗн Прокопьевсем Суздальте çӗнтерчӗç
    Декабрӗн 14-17-мӗшӗсенче Владимир облаçӗнчи Суздаль хулинче «Вера. Надежда. Любовь» çемье династийӗсен IX Халăхсен хушшинчи фестивалӗпе «Нумай нациллӗ Раççейри çемье» форум иртнӗ. Форум-фестиваль программи питӗ те анлă пулнă. Ӗçлӗ пайӗсӗр пуçне унта тӗрлӗ конкурссем, наци культурисемпе çыхăннă концертсем, ярмăркка-куравсем, юрă марафонӗсем, ачасемпе аслисем валли çӗнӗ çул уявӗпе çыхăннă мероприятисем тата ытти...
    26
    0
    0
  • 1 ноября 2017 - 06:48
    Ку робототехниксем – акрельсем
    (Константин Малышев). Çарăмсан районӗнчи Акрель шкулӗнчи робототехника кружокне Игорь Еферов ертсе пырать. Физика учителӗ вӗренекенсемпе 2014 çулта ӗçлеме тытăннă. Лего пуçтарса курнă ачасемшӗн технологие алла илме йывăр мар. Тӗрлӗрен датчиксемпе, электромторсемпе, компьютер платисемпе усă курса вӗсем экскаватор, бульдозер, комбайн евӗр техникăна пуçтарса программăлаççӗ, унтан хута яраççӗ. Техникăпа блютуз урлă çыхăнса...
    27
    0
    0
  • 1 ноября 2017 - 06:34
    Çарăмсансем тӗлпулура
    ( Константин Малышев). Çарăмсан ентешлӗхӗ 25 çул тултарнине иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрта паллă турӗç. Унта Çарăмсан районӗнчи культура тата вӗрентӳ тытăмӗнче, спорткомитетра, мемориал центрӗнче, историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӗçлекенсенчен тăракан пысăк делегаци килнӗччӗ. Ăна район пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыршина ертсе пычӗ. Уяв фойерех пуçланчӗ. Кунта тӗрлӗрен куравсем,...
    20
    0
    0
  • 27 октября 2017 - 13:12
    Çарăмсансем, ыран ентешлӗх
    (Ирина Кузьмина. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Ыран Хусанта Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче Çарăмсан район ентешлӗхӗ пулать. Ентешлӗх кăçал хăйӗн 25 çулне паллă тунăран унăн программи ытти çулсенчинчен анлă пулать. Фойере малтан район территорийӗнче пурăнакан халăхсен кӗтесӗсене йӗркелеççӗ. Район чăвашӗсен представителӗсем кăçал Акрель ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Çăлкуç» ансамбль...
    27
    0
    0
  • 14 сентября 2017 - 08:12
    Çӗнӗ йăла
    Ял, шкул юбилейӗсене паллă тăваççӗ пулсан, чиркӳ менелникне мӗншӗн тăвас мар? Çӗнӗ самана çӗнӗ йăласем кӗртет пурнăçа. Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел ялӗнче тӗн йăлисене официаллă майпа çӗнӗрен тытса пыма тытăннăранпа 25 çул çитрӗ. 1992 çулта ял администрацийӗ кӗлӗсем ирттерме ача сачӗн çурт­не уйăрса панă. - Петр атте, Леонид атте хутшăнчӗç...
    17
    0
    0
  • 3 августа 2017 - 12:28
    Акрель çыннисене Нептун тав тунă
    Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗн туслă команди - шкулпа ача сачӗн вӗрентекенӗсем, клуб ӗçченӗсем, пенсионерсем, МЧС сотрудникӗсем «Таса çырансем» акцие хутшăнса Кӗçӗн Сульча юханшывне çӳп-çапран тасатса илем кӳме тухнă. Йăвашкел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Никонор Ефимовпа предприниматель Михаил Кваков тракторпа ӗçлесе çырана курăкран, кивӗ йывăç тӗпӗсенчен тасатнă. Акрельсем акцие чăн-чăн уява çавăрнă....
    30
    0
    0
Реклама