Сувар dev

Михаил Максимов – пӗрремӗш!

Мартăн 31-мӗшӗнче Хусанта Тутарстанри Усрав ашшӗсен республикăри пӗрремӗш слечӗ иртрӗ. Халиччен унашкал слет республикăра нихăçан та иртмен. «ТИСБИн» акт залне çак кун тӗрлӗ сферăри представительсем пуçтарăннăччӗ. Хисеплӗ хăнасен хушшинче «ТИСБИ» ректорӗ Л.Нугуманова, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Л.Сулима, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Т.Ларионова, К.Владимировăпа А.Исаева депутатсем, «Единая Россия» партин...

Мартăн 31-мӗшӗнче Хусанта Тутарстанри Усрав ашшӗсен республикăри пӗрремӗш слечӗ иртрӗ. Халиччен унашкал слет республикăра нихăçан та иртмен. «ТИСБИн» акт залне çак кун тӗрлӗ сферăри представительсем пуçтарăннăччӗ. Хисеплӗ хăнасен хушшинче «ТИСБИ» ректорӗ Л.Нугуманова, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Л.Сулима, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Т.Ларионова, К.Владимировăпа А.Исаева депутатсем, «Единая Россия» партин Хусанти уйрăмӗн ертӳçи Н.Гречанникова, «Сила в детях» ачасене пулăшу паракан фондăн президенчӗ А.Загретдинова тата Тутарстанри Усрав çемьесен ассоциацийӗн обществăлла канашӗн председателӗ П.Звегинцов пулчӗç.

Слетра усрав ашшӗсен умне тухса тăракан çивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗç, халиччен тунă ӗçсене пӗтӗмлетрӗç. Тутарстанăн 33 районӗнчен килнӗ усрав ашшӗсем арçыннăн çемьери вырăнӗ пирки, тăван мар ачасемпе еплерех пӗр чӗлхе тупмалли çинчен каласа пачӗç, вăл е ку ыйтăва еплерех татса памалли пирки хăйсен опычӗпе паллаштарчӗç, резолюци йышăнчӗç. Çавăн пекех усрав ашшӗсенчен улттăшӗ слет шайӗнче иртнӗ «Манăн атте чи лайăххи» конкурса хутшăнса хăйӗн пултарулăхне те кăтартма пултарчӗ.

Çав ултă ашшӗ хушшинче Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Михаил Максимов та пулнине савăнса пӗлтеретпӗр. Вăл мăшăрӗпе тата ачисемпе конкурса хутшăнчӗ çеç мар, 1-мӗш вырăн йышăнчӗ! Саламлатпăр!

Конкурсра ашшӗсем хăйсен пултарулăхне тӗрлӗ енчен кăтартрӗç. Михаил Львович юрлама-ташлама ăста пулнине эпир тахçанах пӗлетпӗр, вăл республика шайӗнчи тӗрлӗ конкурссене хутшăнса пӗрре мар призлă вырăнсем илнӗ. Хальхинче те вăл И.Слуцкин «Только ты одна» юррине питӗ илемлӗ юрласа пачӗ. Апат-çимӗç хатӗрлес енӗпе ăмăрту валли Максимовсем тутлă торт пӗçерсе илемлетнӗ, «Асамат кӗперӗ» ят панă ăна. Саврăшпуçсем хатӗрленӗ стена хаçачӗ те пуриншӗн те интереслӗ пулчӗ. Максимовсен ташши вара никама та лăпкăн хăвармарӗ, ташă урлă вӗсем тăлăх ача мӗн туйнине, усрав çемьене лексен еплерех савăннине кăтартса пачӗç. Ташшăн сюжечӗ çапларах: тăлăха юлнă чăх чӗппи хăй валли хӳтлӗх шырать, çухалса кайнăскер, ним тума пӗлмест вăл. Çав самантра вăл чăх хăйӗн чӗпписемпе ларнине курать. Вӗсем патне пырса тăрать, анчах чӗпсем ăна хăвалаççӗ, хăйсен çывăхне пыртармаççӗ. Тăлăх хăй çине тимлӗх уйăрччăр тесе тем те тăвать, ыттисемпе пӗрле ташласа та пăхать. Кăлăхах. Ним тăвайманнипе йӗрсе ярать пӗчӗкскер. Çак вăхăтра чăх-амăшӗ ют чӗппе асăрхать те хăй хӳттине илет. Чӗпсен ашшӗ - автан - килсе кӗрет, вăл ют чӗппе асăрхасшăн та мар. Чăх-амăшӗ чӗпписемпе пӗрле ют чӗппе ашшӗ те йышăнтăр тесе хытă тăрăшать. Тинех кăмăлӗ çемçелет автанăн та... Палăртса хăвармалла, çак ташăри тӗп сăнара - тăлăх чӗппе - Максимовсен икӗ çулти мăнукӗ Емельян калăпланă.

Реклама

- Емельян пӗчӗк-ха, сцена çине тухсан çухалса каясран питӗ шикленнӗччӗ. Анчах та мăнукăмăр шанăçа тӳрре кăларчӗ, хăйӗн рольне питӗ аван пурнăçларӗ, - тесе каласа пачӗ мероприяти вӗçленсен Михаил Львовичăн мăшăрӗ Татьяна Владимировна.

Максимовсем конкурса тӗплӗн хатӗрленнӗ. Аксинийăпа Настя хӗрӗсем сăвăсем каларӗç, Татьяна Владимировна мăшăрӗ пирки каласа кăтартрӗ.

Конкурса хутшăннă ытти ашшӗсен те номерӗсем аванччӗ, çапах та Максимовсене çитекенни пулмарӗ, ман шутпа. Жюри те çапла шутласа Михаил Львовича тивӗçлипе пӗрремӗш вырăн пачӗ.

Сăмах май, Максимовсем пирки хаçатра çырнăччӗ эпир. Ун чух кăткăс диагнозлă икӗ ачана - Ангелинăпа Сашăна - усрава илнӗренпе нумай та вăхăт иртменччӗ-ха. Унтанпа Михаил Львовичпа Татьяна Владимировна тата виçӗ ачана хăйсен çемйине йышăннă. Пӗчӗклех Максимовсен çемйине лекнӗ Ангелина халӗ 12 çулта ӗнтӗ, Саша 11-те. Çавăн пекех 13 çулти Настя, 7-ри Вася тата 5-ри Диана та çемье ăшши тупнă вӗсен килӗнче. Тăван ачисем те тăваттăн-ха, ак ӗнтӗ асаттепе асанне те пулнă ӗнтӗ вӗсем, çапах та усрав ачасене те хăйсенни пекех юратса ӳстереççӗ. Пысăк чӗреллӗ çынсем кăна çапла пултараççӗ, ман шутпа.

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: