Сувар dev

Конкурса янă ӗç Шупашкара 4 çултан çитнӗ

Шупашкарта «Эпӗ пӗчӗкçӗ чăваш - 2018» видеосăвăсен конкурсне пӗтӗмлетнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Унтах çӗнтерӳçӗсен списокне те вырнаçтарнă. Конкурсӗ чăнах та сумлă-ха, ачасене тăван литературăпа тата çывăхрах паллашма хистет. Конкурса ытти регионсенчен ачасем хутшăннă-и, çук-и - паллă мар. Мӗншӗн тесен çӗнтерӳçӗсен йышӗнче регионсенчи чăваш ачисен хушамачӗсем курăнмаççӗ. Пӗр хушаматсăр пуçне...

Шупашкарта «Эпӗ пӗчӗкçӗ чăваш - 2018» видеосăвăсен конкурсне пӗтӗмлетнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Унтах çӗнтерӳçӗсен списокне те вырнаçтарнă. Конкурсӗ чăнах та сумлă-ха, ачасене тăван литературăпа тата çывăхрах паллашма хистет. Конкурса ытти регионсенчен ачасем хутшăннă-и, çук-и - паллă мар. Мӗншӗн тесен çӗнтерӳçӗсен йышӗнче регионсенчи чăваш ачисен хушамачӗсем курăнмаççӗ. Пӗр хушаматсăр пуçне паллах. Вăл Алена Бульбова, Аксу районӗнчи Тушкел ялӗнчен имӗш, Митта Ваçлей сăввисен номинацийӗнче 3-мӗш вырăна тивӗçнӗ.

Реклама

Чăн та, чи малтанах ял ячӗ куçа тăрăнчӗ. Кун пек ятлă ял Тутарстанра çук. Кăна ăнланма пулать-ха, çыраканӗ йăнăшма та пултарнă. Сăмах кунта Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел шкулӗ пирки пынине тавçăрма йывăр мар, Алена Бульбова хăй вара Беловка ялӗнчен. Интересли кунта урăххи, информацие тӗрӗслес шутпа хӗрпӗрчин амăшӗпе Татьяна Ивановна Бульбовăпа (вăл «Сувар» хаçатăн пысăк тусӗ) çыхăнма шутларăмăр. Татьяна Ивановна пӗлтернӗ тăрăх, пӗчӗкçӗ чăваш Алена Бульбова çитӗнсе те çитнӗ иккен, хальхи вăхăтра Çырчаллинчи медколледж студентки. Чăнах та ку конкурса вӗсем тăватă çул каялла (!) , Алена 9-мӗш класра вӗреннӗ чухне, Митта Ваçлей сăввине каланине видео ӳкерсе янă пулнă. Анчах янă та маннă. Аксусен видеосăвви Шупашкара çуранах утнă ахăр, ун çинчен тăватă çул нимӗнле сас-чӳ те пулман-çке. Ăнсăртран кӗмсӗрт тенӗ пек, кăçал çак видео таçтан сиксе тухса конкурсра çӗнтернӗ иккен. Тӗлӗнмелле пулин те, видеосăвва Алена Бульбовăн вӗрентекенӗ пулнă Светлана Николаевна Ефимова та, Алена хăй те кăçал ярса паман.

Паллах, çӗнтерӳ вăл кая юлсан та çӗнтерӗвех,савăнмалли сăлтав. Саламлатпăр Беловка пикине. Сайтри хыпара шанас пулсан, конкурс йӗркелӳçисем çӗнтерӳçӗсене апрелӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Наци библиотекинче ирхине 10 сехетре чыслама хатӗрленеççӗ. Анчах Алена Бульбовăна чысламаççӗ унта, мӗншӗн тесен ăна конкурсра 3-мӗш вырăн йышăнни пирки те, чыслава килмелли çинчен те пӗр хыпар та килмен е яма ӗлкӗреймен.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: